Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тирпейлĕхе курманни-и çакă?

Тирпейлĕхе курманни-и çакă?

        "Елчĕкри Тĕп лапамра пулса курманччĕ. Чăннипех те хулари пекех, иккен. Каçхине ачасемпе уçăлса çỹреме питех те лайăх пулмалла", _ пĕлтерчĕ нумай пулмасть пĕр пĕлĕш. Ку чăннипех те çапла иккенне кунта пулса курнисенчен кашниех çирĕплетме пултарать. Лапамри тирпейлĕх, ирĕклĕх Елчĕксене кăна мар, нумай хăна кăмăлне кайни те вăрттăнлăх мар. "Ăнать Елчĕк çамрăкĕсене, дискотекăсем те час-часах иртеççĕ унта, уçăлса çỹремелли вырăнĕ те чаплă", _ тесе ăмсанман-и вара районти ялсенче пурăнакан яш-кĕрĕм. Çапла, çамрăксемшĕн кăна мар, ватти-вĕттишĕн те Тĕп лапам чăн-чăн кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Кунти тирпейлĕхе курса ытти çĕрте пăрахма хăнăхнă конфет хучĕ, пирус тĕпĕ те алăран ỹкмест. Культура хăйех культурăллă пулма ыйтмасть-и( Анчах çак илеме те кашнийĕ курмасть, иккен, е курмăш пулать. Каç сĕмĕпе пытаннăран-и, ури айнех сăра банки, мороженăй хучĕ, хĕвел çаврăнăш хуппи пăрахать. Ик утăмра вара çỹп-çап урни ларать. Пылчăклă урапаллă мотоциклпа кĕмелле-ши тата лапама( Çамрăксен çуллахи канăвĕ кăсăклă çеç мар, усăллă та ирттĕр тесе аслисем чылай тăрăшаççĕ. Культура çурчĕсенче кану каçĕсем йĕркелеççĕ, дискотекăсем ирттереççĕ. Районти культура çуртĕнче те ăна эрнере виçĕ хутчен йĕркелеççĕ. Ташласа савăн та, лапамра уçăлса çỹре, саксем çине ларса кан. Туса панă условисемпе усă курнă хыççăн тав тăвас вырăнне вара, хăш-пĕр çамрăк, çакăн çине кĕскен каласан, сурать. Паллах, мĕн пур çамрăка пĕр калăппа виçеймĕн. Анчах кĕтĕве варалакан "пăрусене" те асăрхамасăр иртмелле мар. Кашни юпа çумне милици ĕçченне те тăратаймăн. Çапла "тав тунине" курса аслисем дискотека ирттерме, лапама кĕртме пăрахсан кама килĕшĕ? Тем тесен те, йăнăша вăхăтра тỹрлетни лайăхрах.

         Сăн ỹкерчĕкре: район ертỹçисем те çамрăксен тирпейсĕрлĕхĕнчен тĕлĕннĕ.



"Елчĕк Ен"
23 июля 2005
00:00
Поделиться