Тарличчен ĕçлени тăраниччен çимелĕх
"Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма ĕçченĕсене кăçал нимĕнле сивĕ хĕл кунĕ те хăратаймĕ. Мĕншĕн тесен Курнавăшра малтанхи тапхăртан тытăнсах ытлăн-çитлĕн выльăх апачĕ хатĕрлессишĕн пикенсе вăй хучĕç. Çавна май пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинченех кунта 2230 тонна сенаж №кирлинчен 3 хут ытларах№, 160 тонна утă хывса хăварма ĕлкĕрчĕç. Хатĕрленĕ çак пĕтĕм апата 1 условнăй выльăх пуçне шутласан хальлĕхе вăл 24 центнер апат единици шутланать. Выльăх апачĕ хатĕрлеме ырă кун _ уяр çанталăк пулманпа пĕрех кăçал. Кашни кун тенĕ пек çумăр çуса чăрмантарнине уяса тăмасăр ку чухне кирлĕ пулакан мĕн пур пек ял хуçалăх техникине тĕплĕн юсаса уй-хире илсе тухрĕç, вĕсемпе ĕçлеме чи шанчăклă кадрсене çирĕплетрĕç. _ Пурĕ 500 гектар йышăнакан лаптăкри пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăкран, çанталăк условийĕ-сене пăхмасăр, кĕске вăхăтра çакăн чухлĕ выльăх апачĕ хывма вăй çитернишĕн механизаторсем хăйсем те кăмăллă, _ тет хуçалăх ертỹçи Герасим Смирнов. Çапла пулмасăр, ĕç ăнса пыни кама савăнтармĕ. Хуçалăх правленийĕ енчен те кунта тăрăшакансен кăмăлĕсене тивĕçтерме, май пур таран хавхалантарма тăрăшаççĕ. Чи малтан тỹрĕ кăмăлпа хуçалăх производствинче хутшăнса ĕçлекенсе натура тỹлевĕн шучĕпе утă валеçрĕç. Хуçалăхри механизаторсем сенаж хатĕрленĕ çĕрте мĕн тери ăнăçлă, тухăçлă ĕçленине палăртса каламалăх пур. Ир пуçласа каçхи 9 сехетченех хирте, ферма территорийĕнчи техника кĕрлевĕн сасси хăлхаран тухма пĕлмерĕ. Выракан КПС-5Б агрегата Николай Круглов механизатор уйрăмах тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Вĕсем Саша ывăлĕпе иккĕшĕ 250 гектар çинчи курăка утăпа сенажлăх вырчĕç. Алексей Мартышкин та Кругловсенчен кая юлмарĕ. "Простор" агрегата кăлтăксăр ĕçлеме малтанах тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕрен, хĕрỹ тапхăрта пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçлама пултарчĕ вăл. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ялти учительсен _ Герасим Корниловпа Изосим Ефимовăн тỹпи те пысăк _ вĕсем нимĕçсен Е-281 комбайнне ĕçлеттерчĕç. Ỹркенсе тăракан йышшисем мар вĕсем, отпуск вăхăтĕнче кашни çул çапла тăван уй-хирте вăй хураççĕ. Вырса вĕтетнĕ симĕс массăна ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттарасси те чăрмавсăр пулса пычĕ. Герасим Светопольский механизатор Т-150 трактор çумне çаклатнă ПИМ-40 тележкине харăсах 15 тонна симĕс масса вырнаçать. Çапла майпа вăл пĕр рейспах 3 автомашина тиевĕ чухлĕ сенаж турттарма пултарчĕ. Юрий Николаевич Порфирьев, Юрий Михайлович Порфирьев, Владимир Мясников водительсем, Федор Атаманов, Владимир Паймин механизаторсем те выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте пысăк пуçарулăх кăтартрĕç. Çакна калама та манар мар: хуçалăхра сенажăн тутăлăхне лайăхлатас тесе ăна пĕтĕмпех закваскăпа усă курса хатĕрленĕ. Çак ĕçе тума уйрăм çынсем çине яваплăх хунă. Сенажа пусăрăнтарнă çĕрте Анатолий Васильевпа Юрий Веселин механизаторсем тимлерĕç. Хуçалăх ертỹçи Герасим Смирнов сенаж хывас ĕçе вĕçленĕ хыççăн механизаторсене уяв апачĕ _ шашлăк хатĕрлесе пама сăмах панине те пурнăçларĕ. Çак пысăк ĕçе вĕçленĕ хыççăн вĕсем ушкăнпа ларса канма та вăхăт тупрĕç...