Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрисем хатĕр, теприсем темĕн кĕтеççĕ

         Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн ятарлă комиссийĕ районти хуçалăхсем вырмана мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Хуçалăхсенче пĕтĕмпе тыр-пул пухакан 116 комбайн шутланса тăрать, вĕсенчен 89-шĕ _ тĕш тырра тĕшĕлекенни. Хальхи вăхăтра комбайнсен 84 проценчĕ юсавлă, "Прогресс", К.Маркс ячĕллĕ, "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Заря", "Искра", "Рассвет", "Комбайн", "Яманчуринский", "Родник" хуçалăхсенче техника паян тесен паян уя тухма хатĕр. "Дружба", "Кушелга" хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан техникăна юсассине питĕ начар йĕркеленĕ. "Надежда" хуçалăхра комбайнсене юсама пуçăннă. Çапах та механизатор кадрĕсем çитменни, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулни ура хурать. Ĕç укçине вăхăтра илеймен пирки комбайнерсем ют çĕре тухса кайнă. Лару-тăруран тухас тĕллевпе трактор бригадин бригадирĕ В.Арефьев хăй руль умне ларнă. Кунта "Дон-1500" комбайнпа тухăçлă усă курмасан, кăçал тыр-пула вăхăтлă пухса илесси иккĕленỹллĕ. Комбайнсен çаврăнакан пайĕсене ятарлă хатĕрсемпе хупламасан, инкек пуласси те çывăх. Пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе те, медаптечкăсемпе те туллин тивĕçтермен. Ку çитменлĕхсене пĕтерессипе хуçалăх ертỹçипе специалистсем шутласа пăхмалла. "Свобода" хуçалăх çулсеренех пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерет, ăна вăхăтлă пухса илет. Кăçал та кунта вырмана тĕплĕн хатĕрленнĕ. Комбайнсем юсавлă. Уйрăмах "Дон-1500" çине пысăк шанăç хураççĕ. Кунта механизаторсем те çителĕклĕ. Вĕсене ĕçшĕн тỹлемелли условисене те палăртнă. Хавхалантарни механизаторсене тата та тухăçлăрах ĕçлеме хистет. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç пырать. Тырă типĕтекен, сортлакан механизмсем пĕр кăлтăксăр ĕçлеме пултарĕç. Çавăн пекех вырмана хутшăнакан техникăна пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе, комбайнерсемпе вĕсен пулăшаканĕсене медаптечкăсемпе туллин тивĕçтернĕ. "Яманчуринский" хуçалăхра та вырмана ирттерме хатĕр. Кунта кредит илсе е лизинг мелĕпе техникăна çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Кăçал та, акă прицеплă ЖВП-4,9 жатка туяннă. Çакă вырма ĕçне хăвăртлатма май парĕ. Çапах та хуçалăхсенче хăш-пĕр кăлтăксем тĕл пулчĕç. Машинăпа трактор паркĕсенче çум курăкĕ пур. Тимĕр-тăмăра та пухса хумалла. Çавăн пекех тракторсемпе прицепсене страхламалла, техосмотршăн укçа-тенкĕ куçармалла. Унсăрăн патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем техникăна ĕçе явăçтарма ирĕк памĕç, специалистсемпе ертỹçĕсене те пуçран шăлмĕç.



"Елчĕк Ен"
23 июля 2005
00:00
Поделиться