Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

СИЛОС ХАТĔРЛЕСЕ ÇИТЕРНĔ

         Хĕлле выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр тесе çĕр ĕçченĕ çуллахи кун канăçне çухатсах тăрăшать. "Яманчуринский" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те иртнĕ кунсенче хĕрỹ ĕç шавĕ тăчĕ. Хуçалăхри пĕтĕм техника силос хатĕрленĕ çĕрте ĕçлерĕ. В.Немцевпа А.Матвеев курăка çулса пычĕç пулсан, В.Саврасов, В.Сергеев, Н.Краснов, А.Никитин, Ю.Комиссаров водительсем симĕс массăна траншейăсене турттарчĕç. И.Сабитов тракторист вара ăна пусăрăнтарчĕ. Çапла майпа темиçе кун хушшинче 1831 тонна силос хатĕрлерĕç. Халĕ механизаторсем умри пысăк ĕçе _ вырмана хатĕрленеççĕ. Техникăна тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартаççĕ.



"Елчĕк Ен"
20 июля 2005
00:00
Поделиться