Хăвăр алăрах...
Район хаçатĕнче пирус туртнин сиенĕ çинчен темиçе хутчен те çырса пĕлтернĕччĕ. Анчах та пирус туртакансен йышĕ, шел пулин те, чакмасть. Эпĕ хатĕрленĕ материал сире тĕрĕс çул çине тухма пулăшасса шанас килет. Сăмахран, чылай çул хушши пирус сĕрĕмне сывланă çын: "Ырантан вара пирус туртма пăрахăп", _ тесе шухăшлать. Вăл темиçе хутчен те хăйне сăмах панă, вăхăт-вăхăтпа пирус туртмасăр та тăнă. Юлташĕсем те мĕнле майпа пирусран уйрăлнине ыйта-ыйта тĕпченĕ. Сирĕн умăрта яланах: "Мĕнле майпа пирус туртма пăрахмалла(" _ ыйту пултăр. Тĕрĕссипе туртма пăрахмалли мелсем чылай. Çыншăн "Мĕншĕн туртма пăрахатăп эпĕ(" тени тĕп ыйту пулса тăрать. _ Туртма пăрахсан мĕнле пурнăçпа пурăнма шутлатăр( Çак ыйтăвăн хуравĕ этемĕн пуç миминче те тĕп вырăн йышăнмалла.