Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксем "пăсăлнишĕн" ан тĕлĕнĕр

        ... Конверт туянас шутпа Елчĕкри хаçат-журнал киоскĕ умĕнче тăратăп. Кунта, каламасăрах паллă, темĕн те сутаççĕ. Куç тĕлне вара пуринчен малтан конверт, ытти вак-тĕвек те мар, журнал çинчи çара кĕлеткеллĕ хĕр пулчĕ. Мĕнех, ним тĕлĕнмелли те çук пек, эпĕ çеç мар, кашни килен-каян ку майрана курса "киленет". Хулара çакнашкал ỹкерчĕк утăмсерен. Хăнăхрăмăр, тĕрĕсрех, хăнăхтарчĕç пулĕ. Анчах çак япалана ял сăнарĕпе çыхăнтарма ниепле те хал çитмест. Çумра 9-10 çулхи арçын ача темĕн туянасшăн тăрать. Çитĕннĕ çын пулсан юрĕччĕ, çак ача умĕнче хама намăс пулса кайрĕ... "
               Çитĕнекен ăру çакăн пек "çимĕçпе" "ăса кĕнĕшĕн" кама айăплар( Киоск хуçине-и( Журнал кăларакана-и( Чи кăсăкли те тĕлĕнмелли вара _ çакă йăлтах федераци саккунĕ шайĕнче пулса иртет. Красноярск мэрне обществăлла вырăнта эротика кăларăмĕсене сутма чарнăшăн штрафланă. Вăл Раççей Федерацийĕ 1991 çулта йышăннă массăллă информаци кăларăмĕсем çинчен калакан саккунăн 37-мĕш статйине пăснă пулать. "Эротика кăларăмĕсене витĕр курăнакан тĕркемре, вырăнти администраци ятарласа уйăрнă çĕрте çеç сутма юрать" тенĕ статьяра. Мэр вара _ сутма чарнă, саккуна пăснă. Çавăнпа нимĕн те тăваймăн, вĕçсĕр ункă пулса тухать.
               Чыссăрри, таса марри йăлтах Анăçран килет тетпĕр. Килĕшĕпĕр. Аякка каяр мар, ял хушшинчи, килĕмĕрсенчи йĕрке ăçта кайса кĕчĕ( Ял çыннисенчен хăшĕ, хăш вăхăтра Анăçран куçса килсе тĕпленме ĕлкĕрчĕ-ши(
               Тĕрлĕ киревсĕр ĕç тăвакан, намăс сăмахпа вăрçакан ытларах чухне _ ар çын. Кăна та тахçанах хăнăхнă. Анчах хĕрарăм, ача амăшĕ вăрра çỹрени е унăн çăварĕнчен ачи умĕнче№!№ киревсĕр сăмах тухни цивилизаци, демократи, культура сăмахсемлĕ çĕршывра нихăш карта та лармасть. Ачи, пĕчĕкскер, вăл сăмаха ăнланмасть те пулĕ, çапах унпа пĕве кĕрет. Çитĕнсен те _ çав сăмах. Каллех _ ачи умĕнче. Чăннипех те, эпир намăс сăмахпа вăрçăнмастпăр. Эпир унпа калаçатпăр... Вырăсла намăс сăмаха "матерные слова" №"мать" тымартан№, теççĕ. Мĕншĕн тесен киревсĕр сăмах каласа эпир çĕр-аннемĕр, Тăван çĕршыв - анне тата хамăра çуратнă анне çине, кĕскен каласан, суратпăр. Çапла ăнлантарать вырăс халăх каларăшĕ. ...
             Эсир пасар кунĕ çеç мар, пĕр-пĕр ытти кун та пассажирсем автобус салонне еплерех "тиеннине" сăнанă-и( Май пур чухне ỹркенмесĕрех сăнăр-ха. Çапла, чипер, йĕркеллĕ кĕрсе вырăн йышăнни мар, шăпах шывсăр аптăранă выльăхсем евĕр шыв таканине "штурмлани" пулса иртет вокзалта. Тата камсем тетĕр( Çук, çамрăк вăй питти çынсем мар, ик аркăллă кĕпеллĕ, саппун çыхнă кинемейсем _ тĕп "штурмовиксем"! Эх тĕртеççĕ пĕр-пĕрне, чышăнаççĕ, пуçсем çийĕн _ курупки-витри-карçынкки тата ытти те, тата ытти те. Вĕсенче _ чăххи-чĕппи тапăртатать, сысна çури çухăрать, кĕпе çумалли порошокĕ ура айне чăмать... Вара _ вăрçăну, кĕвĕçỹ, курайманлăх... Юрать, пĕр-пĕрин пуçĕ тăррине хăпарса кайма çук, унсăрăн... Нивушлĕ билетлă çынна автобусран хăварĕç(
             Юрĕ, саккунĕсене эпир йышăнмастпăр. Анчах та пирĕн кашнийĕнех хамăрăн никам алăпа çырман, сасăласа йышăнман шалти саккун _ совĕç пур-çке! Совĕç тени мĕн чухлĕ япалана пĕтĕçтерет: апла тума чарать, капла тума хушать... Унăн сасси _ чан сасси евĕр. Пулмалла... Пур пулсан. Анекдотри пек, эпир ăна 2-мĕш класрах ластикла ылмаштартăмăр пуль çав. Халĕ шыраса каялла тавăрса пăх-ха.
          ... Ан тĕлĕнĕр çамрăксем "пăсăлнишĕн". Вĕсем çуккине мар, пуррине курса ỹсеççĕ.


"Елчĕк Ен"
20 июля 2005
00:00
Поделиться