Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

<b>Елч&#277;ксем те махх&#259; паман</b>

<b>Елч&#277;ксем те махх&#259; паман</b>
        Иртнĕ шăмат кун Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен IV спартакиади иртнĕ. Йĕпреç тăрăхĕнче, Пучинке ялĕ çывăхĕнчи Камай улăхĕнче Чăваш Енĕн Президент Администрацийĕн, хуласемпе районсен администрацийĕсен, министерствăсемпе федераци влаçĕн вырăнсенчи органĕсен 40 ытла команди хутшăннă.
        Спартакиадăна Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертỹçи Петр Краснов уçнă. Вăл тата физкультурăпа спорт министрĕ командăсене ăнăçу суннă. Чăваш Енĕн Президент Администрацийĕн ертỹçи "Красный партизан" колхоз ертỹçине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Анатолий Петрова, Пучинке ялĕн ĕçченĕсене республикăри "Яллă вырăнсенче ĕçе тивĕçлипе йĕркеленĕшĕн" конкурсра çĕнтернипе саламланă.
          Ăмăрту хутăшлă эстафетăра (велокросс, çăмăл атлетсен кросĕ, шывра ишесси), триатлон, автомобильпе фигурăсем тăвасси, мини-футбол енĕпе иртнĕ. Пирĕн район команди пĕтĕм енĕпе хутшăннă, мала тухнă вунă команда йышне кĕнĕ.
         Уйрăмах спартакиада программине кĕртнĕ самант- канмалли вырăна хатĕрлесси тата кулинари искусствин конкурсĕ- кăсăклă пулнă. Кунта та Елчĕксем кая юлман. Кулинарсен искусствин конкурсĕнче пирĕн команда "Чи оригиналлă сĕтел" ята тивĕçнĕ. Лагерь вырăнне хатĕрленĕ чухне çар тематикипе усă курнă- часах Тинĕс-Çар Флочĕн кунĕ-çке...


"Елчĕк Ен"
20 июля 2005
00:00
Поделиться