Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Киревсĕрлĕхе хирĕç _ яваплăх

         Иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕ 2005 çулхи ултă уйăхри ĕç-хĕлне тишкерсе малашнехи çул-йĕре палăртрĕ. Унта ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕ Н.Ефремов, район прокурорĕн çумĕ А.Бочкарев хутшăннă. Кăçалхи çур çулта районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ, тĕпрен илсен, преступлени тăвассипе кĕрешсе йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен çулне пỹлес, граждансене тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес, обществăлла вырăнсенче тата урамсенче йĕрке тăвас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ пулин те районти криминаллă лару-тăру чылай çивĕчленнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 88 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçал çак кăтарту 136-а çитнĕ. Ял администрацийĕсем тăрăх тишкерес пулсан, пысăк ял администрацийĕсенче преступленисен йышĕ ытларах ỹснĕ: Елчĕкре _ 21, Аслă Пăла Тимешре _ 13 тĕслĕх. Çав вăхăтрах Лащ Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕсенче преступлени тăвасси чакнă. Районĕпе экономикăри преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхинпе танлаштарсан, пилĕк факт ỹснĕ, вăл шутран криминаллă милици енĕпе _ 20, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕпе 9 преступлени тупса палăртнă. Обществăлла вырăнсенче, урамра преступлени тăвасси те ỹснĕ. Ют пурлăха вăрлас ыйту та çав-çавах çивĕч. Çине тăрса ĕçленипе тата хушма ĕçсене пула кăçал пурлăхпа çыхăннă 52 преступление регистрациленĕ. Преступленисене уçса парасси пĕтĕмпе 91,4 процентпа танлашать. Административлă право йĕркине пăсакансене те кăçалхи çур çулта ытларах тупса палăртнă. Пĕлтĕр 1347 çынна явап тыттарнă пулсан, кăçал _ 1493 çынна. Вăл шутра хулиганла пĕчĕк ĕç тăвасси, обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹресси, сутас тĕллевпе килте хаяр шĕвек хатĕрлесси, çемьере харкашу пуçарасси ỹснĕ. Асăннă право йĕркине пăснă тĕслĕхсене тишкерес пулсан, пурин сăлтавĕ те "симĕс çĕленпе" çыхăннă. Çак усал киревсĕрлĕхпе йĕркесĕрлĕх кăна кỹрет пулин те нимпе те унран хăтăлаймастпăр. Ахальтен мар ỹсĕр пуçпа преступлени тăвакансен шучĕ те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ỹснĕ, 14-ран 21-е çитнĕ. Аслисен йăнăш тĕслĕхне курса ỹссе-и, çул çитмен çамрăксем ытларах та ытларах преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Паллах, ỹсĕр ашшĕсенчен, кỹрши-аршинчен тĕслĕх илмелле-и вĕсен е тилхепе вĕçерĕннĕ чухне камăн ашкăнас килмĕ( Чи хăрушши, ушкăнпа пуçтарăнса преступлени тăвасси те палăрмаллах ỹснĕ. Ку вара, чылай чухне тата та хăрушăрах ĕç патне илсе çитерет. Район территоринчи çулсем çинче кăçал 4 авари пулнă, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан водительсем, пысăк уйрăмлăхпа мар пулин те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ỹснĕ. Пурĕ 804 водителе йĕркене пăхăнманшăн явап тыттарнă, вăл шутран 31 водитель руль умне ỹсĕрле ларнине тупса палăртнă. Паспортпа виза служби, тĕпрен илсен, хальхи вăхăтра паспорт реформине пурнăçлассине тимлет. Кăçалхи çур çулта пĕтĕмпе 1098 гражданина паспорт панă, 1755 гражданина пурăнакан вырăнта регистрациленĕ, 1390 çынна регистраци учетĕнчен кăларнă. Районти лăпкă лару-тăрушăн, преступлени çулне пỹлессипе тата уçса парассине тимлекенсем хальхи вăхăтра 63 сотрудник шутланать, комплектлама тата виçĕ çын çитмест. Çавăнпа та сывлăх енчен çирĕп, дисциплинăран хăраман çамрăксене кунта хапăл туса кĕтеççĕ. Малалла вĕренме каяс тесен те _ çул уçă. Ахальтен мар шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсенчен 30-шĕ _ аслă, вăл шутран 19-шĕ _ аслă юридика пĕлĕвĕллĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра 2 сотрудник юридика факультетĕнче вĕренет. Çапах та, право хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ йывăр çеç мар, яваплă та. Яваплăха туйса ĕçлесен çеç ĕçрен лайăх результатсем кĕтме пулĕ.



"Елчĕк Ен"
19 июля 2005
00:00
Поделиться