Вăхăт кĕтмест
Часах комбайнсем уя тухĕç. "Уй-хир карапĕсем" тыр-пула кĕске вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртме хатĕр-и( Районти комисси "Сатурн" хуçалăхра пулчĕ, унти ĕçсемпе паллашрĕ. Кунта тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре 3 комбайн хутшăнмалла _ вĕсене ĕçлеттерме кадрсем çителĕклĕ. Комбайнерсем "уй-хир карапĕсене" шанчăклă юсаса ĕçе хатĕрлеççĕ. Вĕсем çине хỹтĕлев кожухĕсем вырнаçтарнă. Механизаторсене медицина аптечкисемпе тивĕçтернĕ, огнетушительсене зарядка тутарма леçнĕ. Анчах автопарк таврашĕнчи хăш-пĕр çитменлĕхсене асăрхама пулать-ха, унта-кунта тимĕр-тăмăр купи выртать. Трактор паркĕн территорине çĕнĕрен хỹме тытса çавăрсан аван пулмалла. Йĕтем çинчи тырă типĕтекен сортировкăсене юсама пуçăннă. "Колос" хуçалăхри машинăпа трактор паркне пырса кĕме кăмăллă, ял хуçалăх техникине мĕн пурне пĕр рете вырнаçтарса лартнă. - Вырма ĕçĕсене пурнăçлама 4 комбайн хутшăнать - тет вăхăтлăх инженер ĕçĕсене пурнăçлакан Л.Пупин. _ Кирлĕ запас пайсемпе комбайнсене кирек хăш вăхăтра та тивĕçтерме пултараççĕ. Солярка хальлĕхе 15 тонна пур, ăна тепĕр çакăн чухлĕ туянсан, вăл кĕрхи çĕртме сухи ĕçĕсене пурнăçлама та çитмелле. Кунти йĕтемре те хĕрỹ ĕç пырать, машинистсем уй-хиртен тырă килме пуçличчен сортировкăсене тата КЗСа юсаса пĕтермелле. "Нива" хуçалăхра пурĕ 6 комбайн шутланать. Анчах вĕсенчен 3 анчах тырă пухма тухаяççĕ. Механизаторсем çителĕклĕ пулин те, виççĕмĕш комбайна халĕ те юсама пуçăнман, йĕтемре те юсав ĕçĕсене пуçăннине курма май килмерĕ. Иртнĕ çул вырма умĕнхи районти канашлу "Нива" хуçалăхра иртнĕччĕ, çавна май трактор паркĕн, йĕтем территорисене йывăç-курăкран, çум курăкран тĕплĕн тасатнăччĕ. Кăçал та çакăн пек ĕçленĕ пулсан, лайăх пулĕччĕ. Хуçалăхра юсав ĕçĕсене пурнăçлама ятарлă звено йĕркеленĕ, кунта чăхăмланă техникăна кĕске вăхăтра юсама пултараççĕ. Иртнĕ ырă вăхăтсенче "Нивăра" нимĕçсен Е-517 комбайнĕ пурччĕ, унпа пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлама пулнă. Тĕрлĕ запас пайĕсене çĕнетменрен вăл ĕнтĕ вырмана хутшăнмасть. Пирĕн шутпа, Е-517 комбайна "чун кĕртме" укçа-тенкĕ шеллесе тăмалла мар. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн хăвачĕпе икĕ "Нива" комбайна улăштарать. "Заря" хуçалăх та кашни çулах вырмана тĕплĕн хатĕрленет. Ĕççине виçĕ комбайн хутшăнать, иккĕмĕшне чылай маларах тĕплĕн юсаса хатĕррисен ретне лартнă, халĕ виççĕмĕшне "чун кĕртеççĕ". Хуçалăх ертỹçи М.Васильев палăртнă тăрăх, комбайнерсем çителĕклĕ пулнине шута илсе çак вăхăтчен ангарта ларнă тепĕр икĕ комбайна та ĕççине хутшăнма хатĕрлесе ĕлкĕртесшĕн. Комисси комбайнсем çине хỹтĕлев кожухĕсем вырнаçтарассине, аптечкăсемпе тивĕçтерессине, йĕтем çинчи юсав ĕçĕсене хăвăртлатмаллине территорири курăка çулма кирлине асăрхаттарса хăварчĕ. Вырмари ăнăçлăх эпир паян ĕççине мĕнле хатĕрленсе тухнинчен, ăна мĕнле ирттернинчен килет. Апла пулсан, юлнă вăхăтпа усă курса комбайнсене хатĕррисен ретне тăратмалла. Вырмаçăсене ĕçлеме тата канма кирлĕ условисем туса памалла. Запас пайсен фондне туса хумалла, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çавăн чухне тин вырмара чăрмав пулмĕ, ĕç кал-кал пулса пырĕ. Хăй вăхăтĕнче Ленин орденĕ илме тивĕçнĕ, хальхи вăхăтра саланнă "Победа" колхоз территорийĕнчи хуçалăхсенче те вырмана хатĕрленнине тишкертĕмĕр. Лайăххи те, начарри те юнашарах кунта. Акă, "Комбайн" ЯХПК виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кашни бригадăрах тырă пухса кĕртмелли техника пур - хуçалăхăн вырма ĕçне 8 комбайн хутшăнть, вĕсенчен 6-шĕ - тĕш тырă тĕшĕлекенни. Вĕсене ĕçлеттерме комбайнерсем çителĕклĕ, хальхи вăхăтра "уй-хир карапĕсене" юсаççĕ, юсавсăр механизмсене улăшта- раççĕ. "Комбайн" хуçалăх çулсеренех техникăна çĕнетсе пырать, çĕннисене туянать. Кунта Кавалти бригадăра икĕ СК-5 "Нива", "Енисей" комбайнсем çĕнĕ - хăйсен илемлĕ сăнĕпе кăмăллăн лараççĕ. Кỹршĕ "Була" хуçалăха çитсенех кăмăл хуçăлчĕ. Исемпелти бригадăри машинăпа трактор паркĕнче шăплăх хуçаланать - хуралçăпа пĕр механизатор çеç. Комбайнсене юсама пуçăнман çеç мар - кадрсем пирки те шутласа пăхман кунта. Аслă Пăла Тимешре те çакнашкал ỹкерчĕк. Хальхи вăхăтра хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлемелле пек _ шел, нумай çул ỹсекен курăксене çулма тин çеç пуçăннă. Техника, кивĕ пирки, час-часах ванать. Тĕрĕслев кунĕнче те паркра утă çулакан агрегатсем юсавсăр ларатчĕç. Мĕн шутлаççĕ хуçалăхра( Пĕтĕм уй-хирти пуянлăха юр айне хăварасшăн-ши кунта( Механизаторсем çитмеççĕ _ утă валеçнĕ тапхăрта çеç кирлĕ-мĕн хуçалăх. Ытти чухне вара... Пĕр-пĕри тăрăшмасан, панкрута тухма та инçе мар. Хуçалăх салансан, ял малашлăхĕ те иккĕленỹллĕ. "Кушкă" хуçалăхра механизаторсем ĕçе пуçăннă _ вырмана хутшăнакан техникăна юсаççĕ. Кунта вĕсене запас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессипе те кулленех тимлеççĕ. Хуçалăхри специалистсем, В.Баринов тĕп инженер вырма ăнăçлă ирттĕр тесе тăрăшаççĕ. "Арланово" ОООра, Андреев ячĕллĕ агрофирмăра вара "пуян куккасене" кĕтеççĕ. Вĕсенче Шупашкарти пĕр фирма №хальлĕхе унăн ячĕ "вăрттăнлăхра"№ сотрудникĕсем пулнă. Вĕсем темĕн те пĕр шантарса пĕтернĕ _ укçа-тенкĕ те, сĕрмелли-çунтармалли материалсем те, çĕнĕ техника та уйăраççĕ-мĕн. Анчах та вĕсене кĕтсе тăнипех ĕç тухĕ-ши( Халĕ, ним тăхтаса тăмасăрах, вырăнти майсемпе усă курмалла, техникăна юсамалла. Андреев ячĕллĕ агрофирмăра вара кредит илсе туяннă комбайна илсе каяс хăрушлăх та пур. Кивĕ техника хатĕр мар _ мĕнпе пуçтарса кĕртĕç тыр-пула( Çавăн пекех "Була", "Арланово" хуçалăхсенче, Андреев ячĕллĕ агрофирмăра кустăрмаллă тракторсемпе прицепсене страхламан, техосмотршăн укçа-тенкĕ тỹлеме те "май тупайман". "Марс" хуçалăхра утă-сенаж пухса илессипе тимленĕ вăхăтрах вырма ĕçне те хатĕрленеççĕ. Кунта иртнĕ сезонра лизинг мелĕпе туяннă "Енисей" комбайн пысăк шанчăкра. Вăл паян тесен паян уя тухма хатĕр. Тепĕр комбайн халех уй-хирте _ выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте. Виççĕмĕшĕ _ юсавра. Асăннă хуçалăхсенчи ĕç-хĕле тишкернĕ май, çитменлĕхсене чылай асăрхама тиврĕ. Пĕтĕм çĕрте тенĕ пекех, машинăпа трактор паркĕсенче, йĕтемсенче çум курăк "хуçаланать". Чăнах та, "Кушкă" хуçалăхра çак киревсĕр пулăмпа хирĕç кĕрешме пуçăннă _ ĕçе вĕçне çитермен. Машинăпа трактор паркĕсенче тимĕр-тăмăр та сапаланса выртать. Унсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса вырмана хутшăнакан техникăна пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе туллин тивĕçтермен. Аптечкăсем те хальлĕхе çук-ха. Çак çитменлĕхсене пĕтермелле. Хуçалăхсенчи ертỹçĕсемпе специалистсем "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАО урлă туянакан топливо хакĕ те, пахалăхĕ те туллин тивĕçтерменнине палăртрĕç. Ку енĕпе те шутласа пăхни кирлех.