Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шанчăклă хỹтĕлевçĕ

        Çак кунсенче Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакан Николай Никитичпа Серафима Никифоровна Архиповсем ывăлĕ тăракан çар чаçĕн командованийĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç: "Çар чаçĕн командованийĕ Сире, Николай Никитичпа Серафима Никифоровна, таса чунлă, тỹрĕ кăмăллă, ырă юлташ, тăван çĕршывăн хăюллă хỹтĕлевçи ỹстернĕшĕн, ăна тĕрĕс воспитани пама пултарнăшăн тав тăвать. Сирĕн ывăл, Сергей, салтак тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать..." Çак хыпар кашни ашшĕ-амăшĕн чунне хаваслăх кỹрет. Çапла пулмасăр. Ахальтен мар чăвашсем тин çуралнă пепке-ывăл çине тинкерсе çапла калаççĕ: "Салтака юрăхлă пултăрах". Салтак ретĕнче пулни ĕнер çеç шкул тенкелĕ çинче ларнă ачасемшĕн питĕ усăллă. Çар пурнăçĕ _ ачалăхран аслисен тĕнчине куçма пулăшакан шкул. Икĕ çул хĕсметре тăнă çамрăк пурнăç çине урăх куçсемпе пăхать, шухăш-кăмăл енчен ырă енне улшăнать. Ăс-тăн, ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе, тĕрекленсе таврăнать. Архиповсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Асли, Марина, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлỹ пухать. Татьяна шкулта вĕренет. Çемье ял çинче ырă ятлă. Сергей салтак атти тăхăннăранпа кĕркунне çулталăк çитет. Каччă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хăйне тирпейлĕ тытнă, ашкăнса-иртĕнсе çỹремен. Пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕскер, спортпа та туслă пулнă, шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Панă сăмаха тытма, шантарнă ĕçе пурнăçлама хăнăхса çитĕннĕ çамрăк. Сергей Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи тата тăван халăхшăн усăллă çын пулни _ юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2005
00:00
Поделиться