Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сенаж, утă хатĕрлеççĕ

         "Хĕл хырăмĕ пысăк",- тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Ăна тăрантарма симĕс курăк шăтса тухсанах хатĕрленме пуçламалла. Анчах та тĕрлĕ чăрмавсене пула хăш-пĕр хуçалăхсенче çак ĕç каярах пурнăçланать. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне "Труд" хуçалăхра 12350 центнер сенаж хатĕрленĕ. Сенеж турттарнă çĕрте А.А. Алексеев, А.М.Козлов, А.В. Воронов, А.Н. Евстафьев, Г.И.Баранов водительсем, С.П.Фомичовпа А.Н.Марков трактористсем вăй хураççĕ. Утă хатĕрлес ĕç те çак хуçалăхра кал-кал пырать. Кунта кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлесе çитернĕ теме те юрать. Унăн виçи 730 цент-нерпа танлашать.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2005
00:00
Поделиться