Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăван енри палăксем

      Таврари палăксене тĕпчесси, упрасси _ пурин тивĕçĕ те пулмалла. Кашни çыннăнах çамрăк ăрушăн асăнмалăх йĕр хăвармалла. Пирĕн Елчĕк тăрăхĕнче аса илмелли пайтах. Сăмахран, Аслă Таяпа ялĕпе юнашар пулнă тĕлĕнмелле хула-крепость. Тĕпчевçĕсем ăна XI ĕмĕрте йĕркеленнĕ, теççĕ. Хула-крепость çинчен "Елчĕк ен" хаçатăн 2004 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчи номерĕнче лайăх çутатса панă. Аякка каймасăр, Аслă Елчĕкпе Патреккел çĕрĕсем чикĕленнĕ вырăнти пысăк кỹлле илер. Эпир çамрăк чухне кỹлĕ варрине сулăпа кĕрсе темиçе тилхепе вĕçне йывăр япала çыхса кỹллĕн тарăнăшне виçсе пăхатчĕç. Анчах та çыхса янă йывăр япала кỹлĕ тĕпне çитеймест тетчĕç. Халăхра çав кỹлле паян кун та "Тĕпсĕр кỹлĕ" теççĕ. Кỹлĕ хĕрринче ĕлĕкрех торф та кăларатчĕç, ăна тăваткалсем туса касса шаршанлатчĕç. Кỹллĕн хĕвел тухăç енчи çыранĕ шыв шайĕнчен питĕ çỹллĕ тăрать. Эпир çамрăк чухне унта çунашкасемпе, йĕлтĕрсемпе ярăнма çỹреттĕмĕрччĕ. Çак кỹлĕ мĕнле пулса кайнине Аслă Елчĕкри ватăсем пĕлеççĕ пулĕ. Елчĕкри Титов урамĕнчен инçех мар "Тябуков кỹлли" палăрса тăрать. Ĕлĕкрех чикан майрисем ял тăрăх япала пуçтарса çỹретчĕç. "Каç пулсан çав кỹлĕ хĕрринче туй тăватпăр", _ тетчĕç. Эпир, ачасем, каçхине улăх урлă туй курма каяттăмăр, чикансем пире юрласа, ташласа паратчĕç. Вырăнĕ питĕ илĕртỹллĕ пулнă çав. Кỹлĕре тăп-тăрă шыв тăратчĕ. Йĕри-тавра йывăçсем мăнаçлăн курăнса ларатчĕç. Çав йывăçсенчен чылайăшĕ паян кун та пур-ха, кỹлĕри шывĕ анчах чакса ларнă. Çак кỹлле пуçарса яраканĕ Тябуков хушаматлă çын пулни паллă ĕнтĕ, йывăçĕсене те вăлах ларттарнă. Кỹлĕ малашне те хăйĕн ятне упраса хăвартăр тесен, ăна тасатса хăрнă йывăçсем вырăнне çĕнĕрен йывăç лартсан аван пулĕччĕ. Республикипе, районĕпе палăрса тăракан Патреккел çăл куçĕ çинчен асăнса хăварнипех çырлахăпăр. Ун çинчен хаçатсем чылай çырчĕç. Патреккел ял çыннисен асĕнче "Пачăшкă пахчи" текен вырăн та упранса юлнă. Кунта Пăла кукри тавра лартса тухнă йăмрасемпе тиркексем хăйсен ватлăхĕпе хăрса йăванса пĕтрĕç. Патреккел чиркỹне 1848 çулта тунă пулнă, 1930 çулта хупнă. Çав хушăра ĕçленĕ пачăшка пуçарнипе йĕркеленĕ пулнă çав пахчана. Манăн пуçра çакăн евĕр шухăш çуралчĕ: асăннă вырăна хăйĕн ячĕпех упрас тесен йывăçсем лартмалла, выльăх кăшламанран тĕмсене çăка хуппипе çавăрса çыхса лартмалла. Вара кунта ял çыннисене кăмпа пуçтарма та аван вырăн пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен çумăр хыççăн çав вырăнта яланах кăмпаçăсене курма пулать. Халĕ те асрах, Кĕçĕн Пăлан тепĕр кукрине чавса тỹрлетсе пĕвеличчен, çуркунне çав кукăрта пăр капланса ларатчĕ те, çурхи шыв юхса каяйманнипе улăха ейỹ тухатчĕ. Улăхра çырма пулас хăрушлăх пурччĕ. Андрей Александрович Муратов хуçалăх ертỹçинче ĕçленĕ хушăра эрозипе кĕрешес тĕллевпе кỹлĕ чавтарчĕ. Çав кỹлле халь пурте "Муратов кỹлли" теççĕ. Çуркунне кỹлĕ шывпа тулса юлать. Кỹлĕ хĕрринчи лапамра кашни çулах хуçалăхăн çурхи ĕçĕсем пĕтсен уявлакан акатуй мероприятийĕсем иртеççĕ. Пĕр çулхине акатуй вăхăтĕнче пуçтарăннă халăха "саламлама" шурă акăшсем те "Муратов кỹллине" вĕçсе килсе ларнăччĕ. Ял халăхĕпе пĕрле акăшсем те каçченех кỹлĕре ишсе çỹресе савăнчĕç. Асăннă кỹлĕпе юнашарах малашне те хăйĕн ятне çухатман вырăн _ "Миллин кỹлли" пур. Патреккел ял çынни Петр Ворсонофьевич Миллин нумай çул хуçалăхăн бригада ертỹçинче, хуçалăх ертỹçин çумĕнче вăй хунă. Вăл вĕри чунлă, ĕçе тĕплĕн тума тăрăшакан çынччĕ. Хăй хуçалăх ертỹçин çумĕнче ĕçленĕ хушăра Кĕçĕн Пăла кукрине тỹрлетес тесе пĕве тутарчĕ, чавнă тăпрапа Пăла кукăрĕн пуçĕсене хупларĕç, кайран вăл кỹлĕ пулса юлчĕ. П.В.Миллин тăрăшнипех пушă вырăна йывăç-тĕм лартса хăварчĕç. Халĕ те асрах, Петр Ворсонофьевич вăрмантан çăка, хурăн, çирĕк йывăççисем кỹрсе килтерчĕ. Ун чухне вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕ А.А.Муратов йĕркеленипе ветерансем, çавăн пекех шкул ачисем, медицина, культура ĕçченĕсем тăрăшнипе йывăç лартас ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлерĕç, парка "Ветерансен паркĕ" ят пама йышăнчĕç. П.В.Миллин çине тăнипе парка тимĕр юпасем лартса сеткăпа тытса çавăрчĕç. Малтанхи çулсенче йывăçсен хушшисене çум курăкран тасатса тăма виçĕ çынна уйăрса лартрĕç: П.В.Сенькина, Е.Д.Захаровăна, А.Л.Захаровăна. Вĕсем парка йĕркене кĕртнисĕр пуçне Пăла çыранĕнчи пиçенсене, эрĕмсене тасатса тирпей-илем кĕртсе тăратчĕç. Халĕ паркри йывăçсем пĕчĕк вăрмана аса илтереççĕ. Ял халăхĕ кỹлĕре шыва кĕрсе, пулă тытса савăнать. Паллă кунсене халь паркра уявлать яш-кĕрĕм. Петр Ворсонофьевич халăхшăн асăнмалăх тепĕр йĕр хăварчĕ. Вăл тăрăшнипех Хурăнвар çырмине пĕвелесен, унăн çыранĕ тăрăх хыр, хурăн, çирĕк йывăççисем лартса тухрĕç. Йывăç хушшисене те таса тытрĕç. Пĕвери шывпа нумай çул ỹсекен курăк анисене шăварса тăчĕç. Хуçалăх ертỹçисем ирĕк панипе шыва вĕтĕ карп пулăсем илсе килсе ячĕç. М.В.Миллин, П.А.Борисов, В.В.Петров П.В.Миллинпа пĕр шухăшлă пулса плотина таврашĕнчи йĕркелĕхшĕн çине тăрса ĕçлетчĕç. Çĕрлесенче ылмашăнса хурал тăратчĕç. Çамрăк пулăсене тытма ирĕк памастчĕç. Вĕсемех хĕллехи вăхăтра пулăсене сывлама кỹлĕре вакăсем касса тăратчĕç. Çывăхри ялсенчи çынсем çуллахи ăшă çанталăкра пĕвери тăрă шывра шыва кĕрсе, çỹллĕ йывăçсен сулхăнĕнче хыр шăршине кăкăр тулли сывласа канса савăнаççĕ. Мăшăрланакан çамрăксем те çырăннă хыççăн ушкăнпа çав илĕртỹллĕ вырăна каясси йăлана кĕчĕ. Кĕскен каласан çăтмахри пек вырăн. Сăмах май, çакна та асăнар. Хальхи вăхăтра Хурăнвар çырмине Патреккелти В.Воронцовпа Н.Петров арендăна илнĕ. Унти тасалăхпа йĕркелĕхшĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Нумаях пулмась, шкул ачисен пулăшăвĕпе усă курса çырма хĕррине тасатса тирпей-илем кĕртрĕç. Хăйĕн çинчен манăçа тухма паман тепĕр çынна асăнса хăварар. Вăрçă хыççăн хуçалăха Арсентий Сосипаторович Левый ертсе пыратчĕ. Питĕ ăслă-пуçлăччĕ вăл. Хăй ăсталанă объектсем, агрегатсем халь те куç умĕнчех: пушар хăрушлăхне пăхăнса ялтан аяккарах вырнаçнă вутăпа хутса тырă типĕтмелли сушилкă, хăяр вăрри кăларакан агрегат, лашасен вăйĕпе çавăрттарса ĕçлекен çăм тапакан машина, кантăр вăррине пусарттарса çу кăларакан цех, вир кĕрпи çуракан арман. Çак асăннă япаласене пурне те Арсентий Сосипаторович хăй пуçĕпе шутласа тутарнă. Шел, хальхи çамрăк вĕсене кураймасть. Музей вырăнне упранă пулсан та аванччĕ те, пурнăç улшăнса пынă май вĕсене пăсса урăх строительство объекчĕсем туса лартрĕç.



"Елчĕк Ен"
13 июля 2005
00:00
Поделиться