Кашни çĕрте тĕрлĕрен
Вырма ĕçĕсем пуçланиччен, йăлана кĕнĕ тăрăх, районти ятарлă комисси, хуçалăхсем вырма ĕçĕсене ирттерсе яма мĕнле хатĕр- леннине тĕрĕслет. Чи малтан "Труд" хуçалăхра пулса унти ĕçсемпе паллашрăмăр. Кунта тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсем пурĕ _ 4, пĕри - выраканни. Комбайнсене ангартан кăларнă, вĕсене ĕçлеттерме кадрсем çирĕплетнĕ. Механизаторсем хушшинче воспитанипе ăнлантару ĕçне кирлĕ пек туса ирттереççĕ. Вырмаçăсем "уй-хир карапĕсене" шанчăклă юсаса ĕçе хатĕрлеççĕ, запас пайĕсем çителĕклĕ. Машинăпа трактор паркĕнче тирпейлĕ, техникăсем хăйĕн вырăнĕнче, тимĕр-тăмăр ятарлă вырăнта. Эпир паркра чухне КСК-100 агрегат васкаса сенаж хатĕрлеме тухса кайрĕ, хирте турттаракан техникăсем кĕтеççĕ. Тырă тасатса типĕтекен йĕтемре пĕтĕм ĕçе тирпейлесе, йĕркелесе пыракан яваплă çынна хальлĕхе çирĕплетмен, юсав ĕçĕсене те пуçăнайман. Комбайнерсене медицина аптечкисемпе тата пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтермен. "Труд" хуçалăхрипе танлаштарсан, "Дружба" хуçалăхра пачах урăхла ỹкерчĕк. Мĕн пур çĕрте шăплăх хуçаланать _ ĕç пымасть. Паркра çынран çỹлĕ мăянпа пиçен ашкăрать, тимĕр-тăмăр сапаланса выртать. Техника тĕлли-паллисĕр, ăçта килнĕ унта ларать. Ĕçлеме механизаторсем çитмеççĕ. Утă хатĕрлеме пикеннĕ, КПС-5 агрегата кашни кун ĕçлеттереççĕ, анчах преслакан утта пуçтарма ĕлкĕреймеççĕ, агрегат тăтăш чăхăмлать, юсама тивет. Тĕш тырă пухакан комбайнсем хуçалăхра 3 шутланаççĕ, анчах вĕсем патне паянхи куна çитсе те механизатор алли пырса тĕкĕнмен. Тырă типĕтекен йĕтеме пырса кĕме хăрушă. Тăрă халь-халь ишĕлсе анассăн туйăнать. Иртнĕ ырă вăхăтсенче кунти тырă тасатса типĕтекен комплекссем мĕн тери хăватлăччĕ, халĕ пĕтĕмпех юхăннă. Тепĕр икĕ эрнерен районти хуçалăхсем тырă пухма тухĕç. "Дружба" хуçалăх вара ĕç çине мĕнле пуçăнĕ( Паянхи "Кушелга" ООО 90-мĕш çулсенче хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе района тĕлĕнтернĕ пулсан, халĕ вĕсем япăх енĕпе тĕлĕнтереççĕ. Хирĕ-хирĕпе утă çулса пăрахнă кунта. Анчах ăна пуçтарса кĕртме çын тупаймаççĕ. Выльăхсене хĕл каçарма паянхи куна çитсе те утă-сенаж хатĕрлеме тытăнман. Ĕçленĕшĕн укçа тỹлеменнипе механизаторсем ют çĕре тухса кайса пĕтнĕ, тырă пухакан комбайнсене юсамашкăн механизаторсене халĕ те çирĕплетмен. Иртнĕ çул ĕçленĕ комбайнерсем ĕçлеме яхăнне те килĕшмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсемпе унчченхишĕн те татăлса пĕтмен. Хуçа каланă тăрăх, тырра ют çĕртен килсе пухса параççĕ. Анчах ăна ăçта алласа тирпейлĕç( Йĕтемре юсав ĕçĕсене пуçăнман та. Машинăпа трактор паркĕнче В.Сазонов пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Тимĕрçĕ, сварщик, слесарь ĕçĕсене пурнăçлассине пĕтĕмпех хăй çине илнĕ вăл. "Знамя" хуçалăхра икĕ комбайн ЖРБпа тата КПС-5 агрегат сенаж валли курăк çулаççĕ, КСК-100 агрегат та юсавлă. Тырă пухакан виççĕмĕш комбайна хальлĕхе юсама пуçăнман. Унпа ĕçлеме механизатор пур. Тырă йышăнакан йĕтемре машинистсем сортировкăсене юсаççĕ. Механизаторсене медицина аптечкисемпе, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтермелли, ĕç сыхлав енĕпе инструктаж парса журнал çине алă пустармалли çеç юлать. Вырмана çитес кунсенчех пуçăнма вăхăт пулин те, механизаторсен унччен туса ĕлкĕрмелли ĕç нумай. Инженери служби çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе çак самантрах тепĕр хут çак ĕçе кỹлĕнмелле, кашни агрегата тĕпрен юсаса хатĕррисен ретне лартмалла. Запаслă пайсене суту-илỹ тăвакан предприятисенчен туянмалла, вĕсемшĕн татăлассине сĕт-çу завочĕсемпе, аш-какай комбиначĕсемпе йĕркелеме пулать. Коммерсантсемпе çыхăну тытассинчен пуçĕпех хăтăлмалла. Чăннипех, вĕсем сутакан запаслă пайсем йỹнерех, анчах пахалăхĕ юрăхсăр. Тĕрĕслев витĕр тухнă техникăсем çине технадзор урлă техталон илмелли çинчен те манса каймалла мар.