Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕплĕн хатĕрленмелле

          Вырмаччен нумаях та юлмарĕ. Çавна май хĕрỹ ĕç çине хутшăнса ĕçлекен ял хуçалăх техникине кая юлмасăр юсаса хатĕррисен ретне лартасси пирки çивĕч калаçу пуçармалла. Иртнĕ эрне кун районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп инженерсемпе ĕç сыхлавĕн инженерĕсен канашлăвĕнчи калаçу çак тата вырмапа çыхăннă ытти ыйтусем тавра пынă. Канашлăва ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин ертсе пынă, пĕтĕмлетнĕ. Тĕш тырă çапса тĕшĕлеме хутшăнакан техникăна кирлĕ шайра хатĕрлесе çитересси пирки ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.Сайкин тĕплĕн чарăнса тăнă. Тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнсене юсасси ял хуçалăх предприятийĕсенче кая юлса пырать. Паянхи кун тĕлне техникăна пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ пĕр хуçалăх та çук. Çав вăхăтрах пĕр комбайна тивĕçекен ĕç калăпăшĕ 130 гектарпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсенче вăл тата пысăкрах. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра _ 200 гектар ытла, "Аранчеево" ОООра _ 190, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра _ 170, "Родник" хуçалăхра _ 170 гектар. Вырма ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 118 "уй-хир карапĕ", 96-шĕ çапса тĕшĕлеме хутшăнать. Вĕсене ĕçлеттерме çынсем те çитмеççĕ. "Кушелга" ОООра комбайнерсем пачах çук, чылай хуçалăхра 2-3-шер комбайнер çитмест. Иртнĕ çулсенче тунă йăнăшсене тепĕр хут тăвасран асăрханмалла, урăхла каласан, чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленмелле. Çанталăк кăçал та хăçантанпа ĕнтĕ уяртмасть. Йĕпе-сапара тĕш тырă типĕтекен сушилкăсене чăрмавсăр ĕçлеттерес тесен вара тĕплĕн юсамалла. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çут çанталăк газĕн пăрăхĕсем йĕтемсен çывăхĕнченех иртеççĕ. Çакна шута илсе сушилкăсене газпа ĕçлеттерме туса хатĕрлемелле. Ун пек тăкакĕ сахалрах пулать. Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн начальникĕ А.Соловьев акара хутшăнса ĕçленĕ техникăна упранма лартасси, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсене техосмотр кăларасси, автомашинăпа трактор паркĕсен территорине тирпей-илем кĕртесси пирки чарăнса тăнă. Район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ тата ĕç хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Савинов ĕçлекенсен сывлăхне сыхласси пирки каланă. Механизаторсене пурне те медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăх производствине хутшăнса ĕçлекен ачасене опытлă механизаторсем çумне çирĕплетмелле. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн патшалăх пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи инспекцийĕн начальникĕ В.Михайлов йĕтемсене, комбайнсемпе ытти техникăна пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтермелли çинчен палăртнă. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетмелле.



"Елчĕк Ен"
06 июля 2005
00:00
Поделиться