Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкре летчик-космонавт пулнă

             Юлашки çулсенче Елчĕк тăрăхĕ сахал мар паллă çынна хăй çĕрĕ çинче йышăнчĕ. Виçĕм кун вара, кĕске вăхăтлăха пулин те, икĕ хутчен СССР Геройĕ Георгий Михайлович Гречко летчик-космонавт пирĕн тăрăха çитсе курма кăмăл турĕ. Паллă космонавтпа пĕрле çавăн пекех Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн пулăшуçи С.Федотов, "Байконур_Шупашкар" ассоциаци президенчĕ В.Тихонов килсе çитнĕ. Хисеплĕ хăнасене Елчĕкре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кĕтсе илнĕ. Мĕн тĕллевпе, мĕнле сăлтавпа килсе çитнĕ-ха Георгий Михайлович Елчĕке( "Чăваш Енре тĕрлĕ çĕрте пулса курнă. Елчĕк тăрăхĕнче вара историре йĕр хăварнă вырăнсем, палăксем пурри çинчен илтрĕм", _ пĕлтернĕ космонавт. Историпе, халăхсен культурипе питĕ кăсăкланать иккен Г.Гречко. Хăйĕн ĕçтешĕ, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ А.Г.Николаев пиртен уйрăлнăранпа çулталăк çитнине асăнма килнĕскер, çапла майпа историпе кăсăкланса пирĕн тăрăхра пулнă. Елчĕкпе пĕтĕмĕшле паллашнипе пĕрлех хăнасем Патреккел çăл куçне çитсе курнă, кунти сиплĕ шыва ас тивнĕ. Сăмах май, çăл куçа икĕ кун маларах çеç Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава тасатнă. Гречко летчик-космонавта çавăн пекех пирĕн тăрăхри хура çĕр, уçă сывлăш тыткăнланă, çынсен тараватлăхĕ пирки те ăшăпа асăннă вăл. Ик сехете яхăн çеç пынă курнăçура, паллах, пурне те курма, пурин çинчен те калаçма çук. Çавăнпа та Георгий Михайлович Чăваш Ене тепре килсен Елчĕк тăрăхне те çитме пулнă. Хаклă хăна асăнмалăх пирĕн çинчен Елчĕк тăрăхĕн буклетне тата историпе тăван тавралăх музейĕнчи кружока çỹрекенсем хатĕрленĕ чăваш тĕрриллĕ салфеткăсене илсе кайнă.



"Елчĕк Ен"
06 июля 2005
00:00
Поделиться