Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Зарницăпа" "Орленок" вăййисенче

         Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 2-мĕшĕччен Çĕмĕрле районĕнче республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" 37-мĕш вăййисем иртрĕç. 5 кун хушшинче командăсем тĕрлĕ енĕпе ăмăртрĕç. Финалти вăйăсенче 20 конкурс йĕркеленĕ. Çамрăк армеецсене тĕрлĕ блоксене пĕрлештернĕ. Вăйăсен тĕп тĕллевĕ: ачасене çамрăкран патриотла воспитани парасси, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен службине, правăна сыхлакан органсене ĕçлеме, чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене тытма вĕрентесси. Финалти вăйăсене Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ те хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне Ел- чĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулпа Çут- кỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк армеецсем хỹтĕлерĕç.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться