Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннине хỹтĕлесси _ тĕп тивĕç

       Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн республикăри VI конференцийĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн районти организацирен суйланă 7 делегат хутшăннă. Ĕçлĕ органсене суйланă, кун йĕркисене çирĕплетнĕ хыççăн делегатсем ĕçе пуçăннă. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн рескомĕн председателĕ В.М.Абрамов, ревизи комиссийĕн председателĕ Н.М.Матвеев докладсем туса панă. Вĕсем ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле тишкернĕ. Йывăрлăхĕсем чылай: предприятисем панкрута тухаççĕ, обществăлла секторта выльăх йышĕ чакать, ял хуçалăхĕнче ĕç укçи виçи пĕчĕк, ăна та пулин вăхăтлă тỹлемеççĕ, кадрсем çитмеççĕ... Çакна пĕтерес тесен, профсоюзсен ял çыннин интересĕсене хỹтĕлессипе чылай тăрăшмалла. Чи малтанах, коллективлă килĕшỹсем, ĕç сыхлавне йĕркелемелле, производствăра суранланассине чакарассипе, ĕç ук- çине ỹстерессипе тимлемелле. Çав вăхăтрах ĕç çыннин канăвне, сывлăхне сыхласси те тĕп вырăнта пулмалла. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев та ял хуçалăхĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарнă. Пĕрлехи ял хуçалăх налукне кĕртсен, ял хуçалăх предприятийĕсем ура çине тăмаллах. Патшалăх та вĕсене пулăшасшăн: кадрсем çирĕплетессипе, кредитсем, техника уйăрассипе, яла аталантарассипе ятарлă саккунсемпе указсем, программăсем пур. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем те ĕçлемелле: сĕт, аш-какай, çĕр улми, пахча çимĕç туса тупăш ытларах илме май пур. Министр палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологипе усă курнăран республикăри хуçалăхсен 20 проценчĕ тупăшлă ĕçлет, 50 проценчĕ _ вăтам хуçалăхсем. Ыттисем вара панкрута тухнă е тухас патне çитнĕ. "Хамăр тăрăшмасан, пире никам та лачакаран çăлса кăлараймĕ", _ пулчĕ унăн тĕп шухăш. Конференцире агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Елчĕк райкомĕн ертỹçи В.И.Афанасьева, Комсомольски райкомĕн ертỹçи Ю.С.Тимофеев, Етĕрнери спирт заводĕнчи профком ертỹçи В.И.Осокин, Муркаш районĕнчи "Ударник" хуçалăхри профком ертỹçи Л.А.Николаева тата ыттисем хăйсен опычĕпе паллаштарнă, ĕç-хĕле лайăхлатма паха сĕнỹсем панă. Конференци ĕçне Раççей Федерацийĕн агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн председателĕн çумĕ В.В.Нецветаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аграри политикипе экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А.П.Самылкин, Чăвашрессовпроф председателĕ А.В.Щербаков та хутшăннă, сăмах тухса каланă. Сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă, ертсе пыракан органсене, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Пĕтĕм Раççейри IV съездне кайма делегатсем суйланă. Вĕсен йышĕнче профсоюзăн Елчĕк райкомĕн ертỹçи В.И.Афанасьева та пур.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться