Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сиен кỹрĕ

         Кĕрхи культурăсене акасси çинчен паянах шухăшламалла, ятарласа уйăрса хăварнă çĕр пулăхлă пултăр тесе хура пусă çине тислĕк тăкса хăвармалла, ăна тĕплĕн хатĕрлемелле. Хальлĕхе 1327 гектар çĕр хатĕрленĕ. Вăл шутра: "Звезда" хуçалăх _ 600 гектар, "Колос" _ 140 гектар, "Заря" _ 145 гектар, "Труд" _ 100 гектар, "Восход" _ 100 гектар. Çав вăхăтрах К. Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Кушелга", "Надежда" тата ытти хуçалăхсем пĕр гектар çĕр те хатĕрлемен. Уйăрса хăварнă пусăра ĕлкĕрнĕ çум курăкран тăкăннă вăрлăх хуçалăхсене сиен çеç кỹрĕ.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться