Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуриншĕн те пĕр мар-ши.

         Çанталăк çумăрлă тăни хĕллене выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ĕçре чăрмав кỹрет паллах. Çавна май чылай хуçалăх утă пуçтарас ĕçе вăраха тăсать. "Пĕр кун хĕл тăрантарать", _ тенине асра тытмаççĕ пуль вĕсем. Паянхи кун тĕлне "Аранчеево", "Дружба", "Кушелга", "Надежда", "Була", "Марс", "Знамя", "Кушка", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсем пĕр тонна утă та пуçтарман. Çав вăхăтрах "Рассвет" _ 150 тонна, К. Маркс ячĕллĕ _ 85 тонна, "Свобода" _ 87 тонна, Ленин ячĕллĕ хуçалăх 86 тонна утă пуçтарса кĕртнĕ. Çанталăк условийĕсем пуриншĕн те пĕр мар-ши



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться