Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кунне 20 килограмм

        "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма ĕçченĕсем çуллахи тапхăрта ĕнесенчен ытларах сĕт суса илессишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ. Дояркăран пуçласа хуралçă таран паха продукци илессишĕн тимлеççĕ. Сăвăнакан 125 ĕне кунта. Вĕсене тăхăр дояркăна çирĕплетнĕ. Ĕне сăвакансем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, выльăха юратса пăхаççĕ. Н.Дягилева, Л.Горшкова, Р.Сундулова, И.Кукурузова, Е.Наумова, Ю.Измайлова, Н.Кадышева, Л.Волкова, Н.Лисицына дояркăсем пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хураççĕ. Туслă, шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшнăран ĕç те ỹсĕнет. Кĕтỹçĕсем те ĕнесене симĕс курăк çинче пĕлсе çỹретеççĕ. Б.Миронов, Вяч. Докторов, Вен. Докторов çулла кĕтỹçĕре, хĕлле скотникре çанă таврăса тăрăшаççĕ, сĕт нумайрах суса илесси хăйсенчен те килнине лайăх ăнланаççĕ. Каçхи сăвăм хыççăн та ĕнесене нумай çул ỹсекен курăк çине илсе тухаççĕ. Ку чухне ĕнесемшĕн хуралçăсем ответлă. Вĕсем кĕтỹçĕ тивĕçне те пурнăçлаççĕ. Вен. Докторов, Н.Васильев, В.Лисицын хуралçăсем ответлăха лайăх туяççĕ. Симĕс курăк татăлмасть çуллахи лагерьте. В.Егоров тракторист çулать ăна, хăйех ĕнесем патне турттарать. "Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче", _ тесе ыт ахальтен каламаççĕ çав. Хальхи вăхăтра "Сатурн" хуçалăх _ кашни ĕнерен талăкра 20 килограмм ытларах сĕт сăвать. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 4 килограма яхăн пысăкрах. Çулла _ сĕт суса илмелли чи лайăх вăхăт. Çакна лайăх ăнланаççĕ те "Сатурнсем".



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться