Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ĕç

         Тип Тимеш ялĕ çырма-çатраллă вырăнта ларать. Тарăн çырма хĕррине пырса тăрсан теприн пуçĕ те çаврăнать. Çуркуннехи вăйлă шыв-шур вăхăтĕнче çырмасем тата вăйлăрах ишĕлеççĕ. Кăçалхи çуркунне тата ытларах хăрушлăх кăларса тăратрĕ: урамсене çыхăнтаракан кĕперсем татăлса каяс патнех çитрĕç. Илемлĕх тĕнчене çăлать, тенĕ ăсчахсем. Пирĕн хушăмăрта тавралăха илем кỹме, ăна упрама пĕлекен çынсем пурри вара, чăннипех, савăнтарать. Ялти çакăн пек çынсенчен пĕри вăл _ Александр Цыганов. Вăл ишĕлсе пыракан çырма хĕррине кашни çуркуннепе кĕркунне вуншар йывăç тĕмĕ лартса хăварать. Çакна тума вара ăна никам та хистемест. Чун-чĕри хушнипе Александр Цыганов йывăç лартас ĕçе хăйĕн хĕрĕпе ывăлне, вĕсемпе пĕрле пĕр урамра пурăнакан ытти ачасене те явăçтарать. Çитĕнекен йывăçсене кайран та пĕрлех пăхса тăраççĕ вĕсем: шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Çакă мар-и çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратма вĕрентни( Александр Цыгановăн алли çăмăл пулнине те пурте куратпăр. Вăл лартса хăварнă йывăçсем час вăй илсе чĕрĕлеççĕ. Чăвашсен авалхи йăлине, ар çыннăн хăй ĕмĕрĕнче виçĕ япала пурнăçа кĕртмелле тенине паян та ас тусах тăратпăр: çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çи- тĕнтермелле, йывăç лартмалла. Апла пулсан, пирĕн кỹршĕ аслисем пилленĕ тивĕçе пурнăçа кĕртнĕ...



"Елчĕк Ен"
04 июля 2005
00:00
Поделиться