Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Журналиста чысларĕç

     "Пур пирĕн çакăн пек вулакан" ятпа иртрĕ районти тĕслĕхлĕ библиотекăри вулав залĕнче ирттернĕ уяв. Ăна район хаçатĕнче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ Иван Павлович Иноходова халалланă. Вунă класра вĕреннĕ чухнех илсе килнĕ пултаруллă çамрăка редакцие ĕçлеме. Корректортан пуçласа тĕп редактора çитнĕ. Унăн пултарулăхĕпе "Хыпар" хаçатăн кăнтăр енчи корреспонденчĕ А.Тимофеев тĕплĕн паллаштарчĕ. Ятарласа йĕркеленĕ выставкăра журналист ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксем, статйисем, ĕçре палăрнăшăн панă Хисеп хучĕсем. Çавăн пекех Иван Павлович вуласа тухнă, паллашнă çĕршер кĕнеке.

     60 çулхи юбиляра саламлама кỹршĕ районти журналистсем те çитнĕ. Патăрьел районĕнчи "Авангард" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Н.Ларионов, унти журналистсем В.Мальцева, А.Егорова, "Шăмăршă хыпарĕн" корреспонденчĕ В.Михайлов, пĕрле ĕçленĕ В.Кириллова журналист, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн директорĕ Г.Адюкова, "ЭлектроНикс" фирмăн ертỹçи Г.Никифорова, Н.Петрова библиотекарь тата ыттисем И.Иноходов ĕçне хакласа ăшă сăмахсем каларĕç.



"Елчĕк Ен"
01 июня 2005
00:00
Поделиться