Ылтăн алăллă, пуян чун-чĕреллĕ
Виталий Григорьевич Сорокин Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнать. Вăл ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри. Витали тетен пурнăçĕ питĕ хăйне евĕрлĕ. Вăл нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, ĕç патне пĕчĕкрен çыпăçнă. 1967 çулта ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне пысăк çитĕнỹсем тунăшăн ăна "Республикăри чи лайăх механизатор" ят панă.
В.Г.Сорокин çулсерен социализмла ăмăртусене хутшăнса çур акинче пуçарулăх кăтартнăшăн Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă.
1975 çулта вăл ял çывăхĕнчи ишĕлекен çырмана чарас тесе шыв çулне урăх çĕртен юхмалла тăвать. Çакăншăн Витали тетене Мускавран кĕмĕл медаль парса чыс тунă. Хăй вăхăтĕнче Елчĕкре В.Г.Сорокин механизатор ячĕпе Ĕç Мухтавĕн Ялавне çĕкленĕ. 1978 çулта вăл районти ака чемпионĕ пулнă, пысăк парне - "Урал" мотоцикл илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех Витя тете - 9-мĕш, 10-мĕш пилĕк çуллăхсен ударникĕ. 1981 çулта вăл "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурсра çĕнтерсе диплома тивĕçнĕ. Виталий Григорьевичăн Хисеп грамотисемпе дипломсен шучĕ те çук, медальсем те нумай.
Пенсире пулсан та ылтăн алăллă Витя тете пĕрре те пушă лармасть. Кăçал вăл хăй тунă кỹлĕ йĕри-тавра йăмра хунавĕсем лартса тухрĕ. "Малашне вĕсем ман çинчен аса илтерччĕр, тăван тавралăха илем кỹрсе тăччăр", - тет пуян чун-чĕреллĕ пенсионер. Чăннипех мухтанмалла çакăн пек çынпа мăшăрĕн, тăватă хĕрĕн, мăнукĕсемпе кĕрỹшĕсен, тăванĕсен, ял халăхĕн. Сорокинăн сăваплă та пархатарлă ĕçĕ пĕтĕм халăхшăн, пулас ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче. Пирĕн хушăра çакăн пек çынсем пурришĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Шутлатăн та, çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăмасть-ши пирĕн пурнăç?