Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Анасене им-çам сапнă

     Шăтса тухнă ял хуçалăх культурисене хими мелĕпе усă курса çум курăкран, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран сыхласси паянхи кун тĕп вырăнта пулмалла. Шел пулин те, хуçалăхсенче укçа-тенкĕ çитсе пыманран çак ĕçе пур хуçалăхра та кирлĕ шайра пурнăçлаймаççĕ. "Сатурн" хуçалăх пирки вара çакна калаймăн. Иртнĕ кунсенче кунта пĕтĕм лаптăкри тĕш тырра (380 гектар), выльăх кăшманĕпе столовăй чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне (20 гектар) çум курăкран, хурт-кăпшанкăсенчен сыхласа им-çам сапнă. Владимир Крысов механизатор, унăн пулăшаканĕ Леонид Измайлов, Валерий Спиридонов, Николай Купташкин водительсем пысăк пултарулăх кăтартнă. Вĕсем каç кỹлĕм тытăнса сĕм çĕрлеччен им-çам сапнă. Мĕншĕн тесен кăнтăрла хĕвел пĕçертет, çил пысăк хăвăртлăхпа вĕрет. Çавна май им-çама сапни усăсăр пулма та пултарать.



"Елчĕк Ен"
01 июня 2005
00:00
Поделиться