Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурс иртнĕ

     Елчĕкре каменщиксен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Вĕсем район центрĕн кăнтăр хĕвел тухăç енче 27 хваттерлĕ çуртне хăпартнă çĕрте икĕ кун хĕрỹ тупăшнă. Кил хуçисем - "Яльчикская" МСОра тăрăшакансем - хăйсен ячĕсене яман. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Валерий Петрянкин тата Владимир Горшков - ăнăçлă ăмăртса малти вырăнсене йышăннă, вĕсем республикăри конкурса хутшăнаççĕ.

     Çакăн хыççăнах штукатур-малярсен республикăри конкурсĕ пуçланнă. Вăл Патăрьелĕнче иртет. Унта Лидия Воробьева тата Людмила Чернова бригадинчи штукатур-малярсем хутшăнаççĕ.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться