Ырă сунса ăсатнă
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патреккел тата Аслă Елчĕк каччисене, салтак аттине тăхăнма хатĕрленекен Николай Крыловпа Николай Ахмерова инçе çула ăсатма тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем район комиссариачĕ умне пухăнчĕç.
Ыран çар ретне тăракан икĕ Николая çар комиссарĕ В.Буклаков ырă çул сунчĕ. Çавăн пекех çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама, чыса упрама, хăюллă та тỹрĕ кăмăллă салтак пулма, присягăна çирĕп пăхăнма ыйтрĕ, Елчĕк чысне çỹле çĕклеме хушрĕ.
"Елчĕк Ен"