Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисеп грамотисем панă

     Елчĕк районне газификацилес, экономикăпа социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене туса хута ярас ĕçре пысăк пулăшу кỹнĕшĕн, предприятие йĕркеленĕренпе 80 çул тултарнă май Валерий Михайлович АНТОНОВА - "Чăвашгосснаб" Концерн" акционерсен уçă обществин генеральнăй директорне - Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

     Нумай çул ĕç сыхлавĕн тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн, обществăри активлăхшăн, çуралнăранпа 60 çул тултарнă май Елчĕк районĕнчи "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕç сыхлавĕн специалистне Петр Тимофеевич ИВАНОВА Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться