Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешĕн улттăмĕш кĕнеки

     Нумаях пулмасть Шупашкарти "Новое время" издательство типографийĕнче Юрий Санăн (Юрий Иванов) "Домой" ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă.

     Юрий Иванов Кĕçĕн Тая-паран. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă. Сăвă çырас туртăм шкулта, институтра вĕреннĕ çулсенче аталаннă. Ытларах вырăсла çырать. Юрий Сана Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ поэтсенчен хальхи вăхăтра чи тухăçлă ĕçлекен, паллă поэтсенчен пĕри тесе палăртма пулать. Халь пичетленнĕ поэзи сборникĕ унăн улттăмĕш кĕнеки шутланать.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться