Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк команди финалта

     Футболла выляса аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи республикăри спартакиадăра Елчĕксем кăçал ăнăçлă ăмăртни çинчен эпир хамăр хаçатра çырнăччĕ. Нумаях пулмасть çамрăк футболистсем Шупашкарта Ленин район командипе иккĕмĕш хут тĕл пулнă. Пĕрремĕшĕнче Елчĕк-сем хăйсен площадкинче 4:0 шутпа çĕнтернĕччĕ. Çавăнпа тĕп хулари çамрăк спортсменсем хальхинче выляса илес тĕллевпех площадкăна тухнă. Чăнах та, малтанах ăнăçу вĕсен енче пулнă. Шупашкарсем пĕрремĕш таймра пирĕн хапхана икĕ мечĕк тапса кĕртнĕ. Анчах пĕрремĕш тайм вĕçленес умĕн Лаш Таяпа шкулĕнчи П. Васильев хуçасен хапхине пĕр гол кĕртсе шута чакарнă - 2:1.

     Иккĕмĕш таймăн 44 минутĕнче икĕ команда та пĕр-пĕрин хапхине мечĕк кĕртеймен. Вăййăн юлашки минутĕнче Елчĕк шкулĕнче вĕренекен А.Пчелов Шупашкарсемпе Елчĕксен хĕрỹ тупăшăвĕнче юлашки пăнчă лартнă. Вăл тапса кĕртнĕ хитре гол сайра тĕл пулнине площадка хуçисем те палăртнă. Çапла вара икĕ вăйăра пĕтĕмпе 6:2 шутпа çĕнтерсе пирĕн район команди финала тухнă. Унта Елчĕксемсĕр пуçне Красноармейски, Пăрачкав районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар командисем пĕр-пĕринпе выляса республика спартакиадин чемпионне палăртаççĕ. Вăйăсем çĕртме уйăхĕн пирвайхи кунĕсенче пулаççĕ.

     Пирĕн командăна малтанхи тапхăрта пысăк çитĕнỹ тума районти шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсенчен чи лайăх вылякансене суйласа илни, ертсе пыни пулăшнă. Çак ĕçсене В.Кудряшов тата Р.Григорьев пурнăçланă.

     Сăмах май каласан, Елчĕк районĕн команди çакăн пек сумлă ăмăртура 1988 çулта республика чемпионĕ пулнă. Ун чухне те, командăшăн Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем ытларах, (çав шутра шкулăн хальхи директорĕ А.Данилов), Тĕмер çамрăкĕсем, тата ытти шкулсенче пĕлỹ пухакансем вылянă.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться