Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Дояркăсемпе техник-осеменаторсем тупăшнă

     Дояркăсемпе техник-осеменаторсен районти черетлĕ конкурсĕ акционерсен "Прогресс" обществин Патреккелти ĕне ферминче иртнĕ. Дояркăсем хушшинчи тупăшура Галина Петрова ("Прогресс") пĕрремĕш, Людмила Максимова ("Свобода") иккĕмĕш, Валентина Изратова ("Комбайн") виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ветерансем хушшинче Владимир Дозоров ("Прогресс"), çамрăксем хушшинче Ирина Кукурузова ("Сатурн") палăрнă.

     Техник-осеменаторсен конкурсĕнче Анатолий Можаев ("Прогресс") пĕрремĕш, Мария Маслова ("Кушкă") иккĕмĕш, Надежда Титова ("Сатрун") виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

     Ветерансенчен Надежда Носова ("Комбайн"), çамрăксенчен Ольга Афанасьева ("Рассвет") хăйсен ĕçне чи лайăх пĕлнипе палăрнă.

     Конкурсра мала тухнисене хаклă парнесем, район администрацийĕн Хисеп грамотисене панă. Дояркăсемпе техник-осеменаторсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламланă.

     Патреккелти ферма хĕрĕсем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та маттур. Хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ пуян содержаниллĕ концерт кăтартнă вĕсем.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться