Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕтпе, тĕллевпе

     "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприяти коллективĕ ĕç планĕсене туллин пурнăçласа пыма пултарнипе палăрса тăрать. Ахальтен-и вăл республикăри пулăшу паракан предприятисем хушшинче çулсерен малти вырăнсене йышăнать. Тăпра пулăхне лайăхлатассипе пĕр харăсах темиçе районта ĕçлесе ĕлкĕрме "Яманчỹрелти сельхозхимире" пурте пур: хăватлă техника, хастар çынсем. Çĕр пулăхне лайăхлатма уй-хирсене фосфор çăнăхĕ сапассин кăçалхи ĕç планне те коллектив ирттерсе пурнăçланă. Хамăр районти "Яманчуринский", "Рассвет", "Кушкă", "Комбайн" хуçалăхсен хирĕсенче ăна пурĕ 355 гектар çине сапнă. Патăрьел районĕнчи хуçалăхсенче фосфор çăнăхĕ сапассипе уйрăмах пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă. Хальхи вăхăтра йỹçек çĕрсене извеç хывас тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Предприяти директорĕ Герман Петров хăйсем шаннă ĕçре уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартакансен ячĕсене палăртма манмасть. Вĕсем: Сергей Карсаков, Андрей Зимин, Геннадий Егоров, Анатолий Прохоров, Анатолий Никитин, Валентин Краснов, Сергей Ермолаев водительсем, Александр Аппаков, Василий Тигешкин, Александр Журавлев: Владимир Сироткин трактористсем? 

.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2005
00:00
Поделиться