Ял çыннине: тивĕçлĕ, тухăçлă ĕç. Пахча çимĕç çитĕнтерни усăлл
Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту хальхи вăхăтра çивĕч тăрать. Çынсем уйрăмах хĕлле ĕçсĕр. Ку чухне çемьене епле тăрантарăн? Тĕрĕссипе каласан, панкрута тухас патнех çитнĕ пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсен пурнăç шайĕ те япăхсах çитнĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрани, ỹсен тăран культурисене çитĕнтерни усă мар, тăкак анчах кỹнĕ тапхăрта, паллах, çынсем алла укçа тытса курасса шухăшламан та. Юлашки çулсенче хуçалăхри лару-тăру нумай лайăх енне улшăнчĕ. Чи малтанах, ялта çынсене сыхласа хăварас, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тесе май пур таран ытларах лаптăкра пахча çимĕç çитĕнтерме шутларăмăр. Ĕçе çакăн пек йĕркелени усăллă, тухăçлă пулнине малтанхи çулах хамăр курса ĕнентĕмĕр. Пай çинче тăрăшакансене тỹлессинче хавхалантармалли уйрăм условисем çирĕплетни шанса панă ĕçе тухăçлă пурнăçлама та хистерĕ. Çавна май пирĕн хуçалăх юлашки çулсенче пахча çимĕç çитĕнтернинчен пысăк тупăш илет. Пĕлтĕрхи тупăш та 6 миллион та 500 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ĕçлекенсем те кăмăллă. Паллах, вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹленĕ. Севок, сухан, кишĕр, столовăй чĕкĕнтĕрĕн лаптăкĕсене çум курăкран тасатнăшăн, пуçтарса тирпейленĕшĕн укçан тỹленисĕр пуçне продукципе те панăран пай илес текенсем ялта йышлă. Тĕслĕхрен, 1 гектартан 250 центнер кишĕр, 60 центнер севок, 200 центнер хĕрлĕ чĕкĕнтĕр алла илсен ытти продуцки пĕтĕмпех пай çинче ĕçлекенсене хăйсене тивĕçет. Ирина Смолина, Людмила Козлова, Вера Орехова, Любовь Курчина, Ирина Мазюкина, Галина Федорова иртнĕ çул пахча çимĕç лаптăкĕсенче ĕçлесе чи нумай укçа алла илекенсем пулчĕç.
Ĕçлекенсене тивĕçлипе тỹленĕ хыççăн та хуçалăх кассине çителĕклĕ укçа-тенкĕ юлнине, урăхла каласан, пахча çимĕçпе ĕçлени усăллă пулнине шута илсе кăçал ăна 23 гектар çинче акса-лартса хăварнă.