Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Санăн çыннусем, Елчĕк ен! Юбилей ячĕпе!

     Шăмалакри культура çуртĕнче Людмила Сергеевна Чернова учительницăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. 50 çулхи юбилейне уявлакан вĕрентекен ял çинче пысăк хисепре. Вăл сăвăсем нумай çырать, вырăсла юрăсене чăвашла куçарать. Çавăн пекех юрă-ташă ăсти те.

     Савăнăçлă каçа Н.Абдулкина вĕрентекен уçрĕ. Юбиляр ячĕпе ăшă-ăшă сăмахсем нумай каларĕç, шкул ачисемпе вĕрентекенсем Людмила Сергеевна çырнă сăвăсене вуларĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç, юрăсем юрларĕç. Районти культура çуртĕнче ĕçлекен И.Шурбин музыкант уяв каçне илемлĕх кỹчĕ.

     Л.Чернован педагог стажĕ - 27 çул. Вăл шутран 21 çулне Шăмалак шкулĕнче ирттернĕ. Виçĕ ача амăшĕ вăл. Аслă ывăлĕ, Сергей, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ирина хĕрĕ те аслă шкулта вĕренет. Алексей ывăлĕ кăçал вăтам шкул пĕтерет.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2005
00:00
Поделиться