Парксемпе садсен çулталăкĕ
Кăçал Чăваш Республикинче йышăннă Парксемпе садсен çулталăкне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хăйне майлă палăртма шутларĕç. Шкул çурчĕ çумĕнчи чылай пысăк çĕр лаптăкне вĕсем пахча çимĕç акса хăварчĕç. Кашни класăн хăйĕн палăртнă лаптăкĕ: кашнийĕ шыв сапса, çумран тасатса тăрĕ, пухса та кĕртĕ. Çапла майпа халиччен пушă тăнă лаптăк кĕркунне шкул столовăйĕ валли сахал мар çимĕç парĕ. Чи кирли - ачасем хăйсен ĕçĕн результатне хăйсем хаклама пултарĕç.
"Елчĕк Ен"