Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрремĕш вăйăра çĕнтернĕ

     Пирĕн районти çамрăк футболистсем республикăри шкул ачисен спартакиадин программине кĕрекен вăйăсенче кăçал ăнăçлă выляççĕ. Малтанах 10-11 классенче вĕренекен каччăсем Патăрьелĕнче кăнтăр районĕсен зонинче тĕл пулусене ăнăçлă ирттернĕ. Вĕсем Комсомольскисене 4:1, Шăмăршăсене 2:1 шутсемпе çĕнтернĕ. Площадка хуçисемпе вылянă вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Çапла майпа пирĕн район команди виçĕ вăйăра 7 очко пуçтарса зона çĕнтерỹçи пулса тăнă. В.Кудряшов ертсе пыракан командăшăн Патăрьелĕнче Елчĕк шкулĕн футболисчĕсем ытларах вылянă. Кунсăр пуçне район командинче Тĕмер, Лаш Таяпа, Патреккел, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенчи çамрăксем пулнă.

     1/8 финалтан пуçласа вăйăсем Олимп системипе иртеççĕ: командăсем килте тата хăнара выляççĕ. Икĕ тĕл пулу итогĕсемпе пĕр команди малалла вылять. Юн кун Елчĕкри тĕп стадионта пирĕн район команди Шупашкарти Ленин районĕнчи çамрăк футболистсене йышăннă. Пĕрремĕш таймра нихăш команда та гол кĕртеймен. Иккĕмĕш таймра Елчĕксем хăнасен хапхине 4 мечĕк тапса кĕртнĕ. Пирĕн командăри А.Ишмуратов вратарь, С.Миллин, Д.Корнилов, А.Пчелов (Елчĕк), П.Васильев, И.Николаев (Лаш Таяпа), Д.Егоров (Çирĕклĕ Шăхаль) ăнăçлă вылянă. Ыран командăсем тепĕр хут Шупашкарта тĕл пулаççĕ.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2005
00:00
Поделиться