Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăрту дневникĕ

     Район администрацийĕпе аграрниксен районти совечĕ, АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн президиумĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çаксем çĕнтернĕ тесе йышăннă:

     "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Валерий Михайлович СЕРГЕЕВ механизатор. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 730 гектар акнă.

     "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Александр Николаевич ПАВЛОВ механизатор. Вăл 30 гектар çĕр улми лартнă.

     К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Андрей Вениаминович ЕПИФАНОВ механизатор. Вăл 40 гектар çинчи сахăр чĕкĕнтĕрне гербицид сапнă.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2005
00:00
Поделиться