Ветерана хисеп тунă
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, Яманчỹрелĕнче пурăнакан 82 çулхи Петр Андреевич Иванов, иртнĕ çулсенче Яманчỹрелти сельхозхимире хуралçăра тимленĕ-скер, чун хĕпĕртĕвне пытараймасть. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн ăна хăй ĕçленĕ "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Герман Петров аслă уяв ячĕпе саламланă, коллективра ĕçлекенсем вара пурте ветеранпа хăйĕнпе курнăçса ăш пиллĕн калаçма кăмăлĕсем пуррине пĕлтернĕ. Предприяти ертỹçин меллĕ калаçăвĕ, хутшăнăвĕ Петр Андреевичăн чунне ăшăтнă. Тепĕр тесен, нумай кирлĕ-и, ватă çынна савăнма? Çамрăксем сума суни, манманни вĕсене пурăнма хавхалантарать. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Петр Иванов ветеранпа тĕл пулни вара Яманчỹрелти сельхозхимире ĕçлекенсемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, нумайлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тесен салтак-фронтовиксем çулран-çул сахалланса пыраççĕ, çавна май вĕсен паянхи асаилĕвĕсем пирĕншĕн ахах пĕрчи пек хаклă.
Предприяти директорĕ Герман Петров коллективăн ячĕпе хисеплĕ Петр Андреевича асăнмалăх-савăнмалăх тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнеленĕ. Ветеранăн куçĕсем савăнăç куççу-лĕпе тулнă... Ку сăмахсем çумне хушса урăх мĕн калăн. Сăмах май, "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприяти дирекцийĕ Яманчỹрелĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕсене Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине халалласа Елчĕкре иртнĕ уяв парадне килме ятарласа автобус уйăрнă. Çакăншăн ветерансем предприяти дирекцине тав тăваççĕ.