Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми лартнă

     "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕр улмине те лартса пĕтернĕ. Иртнĕ çул 36 гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕнчен пысăк тухăç илнĕ. Çавна май кăçал унăн лаптăкне 50 гектара çитернĕ. Пĕтĕм лаптăкри çĕр улмине минераллă удобренисемпе апатлантарса лартнă. Вăрлăхĕ те çĕнĕ - "Невский" тата "Удача" сортсем. Анатолий Андреев, Владимир Хардов, Владимир Сусметов, Александр Павлов, Владимир Павлов механизаторсем, Венедикт Носов, Алексей Васильев, Валерий Пыркин, Николай Головин водительсен, çĕр улмине автомашинăсем çине тиенĕ çĕрте тăрăшнă хĕрарăмсен ячĕсене ырăпа аса илмелле.



"Елчĕк Ен"
17 мая 2005
00:00
Поделиться