Акса пĕтернĕ
"Искра" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çур аки вĕçленнĕ. Кунта кĕске вăхăтра 469 гектар тĕш тырă, 36 гектар пĕр çул ỹсекен курăксене акса хăварнă. Уй хирти ĕç-хĕле кал-кал йĕркелесе пыма техника, çунтармалли сĕрмелли материалсем тĕлĕшĕнчен чăрмав пулман. Тĕш тырă акнă çĕрте Юрий Гордеев механизаторăн кăтартăвĕ чи пысăкки пулнă. Александр Мартыновпа унăн пулăшаканĕ - Владимир Осипов вара тĕш тырă, пĕр çул ỹсекен курăксем акма та ĕлкĕрнĕ.
"Елчĕк Ен"