Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

А.Игнатьевăн дистанцийĕ - 400 метрлă аллея

     Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Йывăç кунне ирттересси çинчен йышăннă Указне пурнăçласа районта çак вăхăтчен пиншер тĕп йывăç лартса хăварнă. Шупашкарта пурăнакан Елчĕк чăвашĕсем "Елчĕк ен ентешлĕхĕн" Канашĕн пуçарăвĕпе район центрĕнчи тĕп стадионта тата Ырсамайĕнчи культурăпа кану паркĕнче тĕрлĕрен йывăç лартни вара хăйне евĕрлĕ, манăçмалла мар пулăм пулса юлчĕ. Шупашкартан ятарласа йывăç лартма килсе çитнĕ хисеплĕ ентешĕмĕрсем хăйсемпе пĕрле çак ĕçе вĕренекенсене явăçтарчĕç. Елчĕке ятарласа йывăç лартма килнисем хушшинче Тĕмерте çуралса ỹснĕ, ертсе пыракан органсенче нумай çул ĕçленĕ, халĕ Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕнче вăй хуракан, "Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята тивĕçнĕ Валерий Васильевич Сапожников (Елчĕк ен ентешлĕхĕн Канашĕн ертỹçин çумĕ), унăн пиччĕшĕ - Владимир Васильевич Сапожников - педагогика университечĕн доценчĕ, партипе хуçалăх органĕсенче нумай ĕçленĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, 7 орден кавалерĕ Петр Николаевич Теплов, керамика заводĕнчи автотранспорт цехĕн начальникĕ, Шуршу чăвашĕ Владимир Гурьевич Албутов, Герольд Ефремович Немцов (Кỹлпуç), чăваш халăх ăсчахĕ Борис Леонтьевич Тихонов (Борлен) шурсухал, (Кивĕ Арланкасси), иртнĕ çулсенче нумай çул Ленин орденлĕ "Победа" колхоз председателĕнче ĕçленĕ Александр Евменьевич Евтихеев, Хăвăлçырмари шкулта директорта ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури, Шупашкарта пурăнакан Олимпий Алексеевич Сазонов пулчĕç. Вĕсем çак йывăçсене паян пĕтĕм тĕнче пĕлсе тăракан сумлă ентеше, Ардалион Игнатьева асăнса лартма шухăшланине пĕлтерчĕç. Валерий Сапожников малтан шкул ачисемпе калаçу йĕркелерĕ. "Эпир сирĕнпе Ардалион Игнатьевăн 400 метрлă аллейине йĕркелĕпĕр. Çакă Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕн ячĕпе ĕмĕр асăнмалăх палăк пулса юлтăр", - терĕ вăл. Аса илер, Ардалион Игнатьев кĕске дистанцие - 400 метра чупса 1954 çулта Европа чемпионĕ пулнă, 1956 çулта Австралири Мельбрунра иртнĕ çуллахи Олимп вăййисенче Чăваш Республикинчен пуçласа пĕрремĕш çын пăхăр медаль çĕнсе илнĕ, 14 хутчен Совет Союзĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă.

     Ардалион Игнатьевăн дистанцийĕ - Елчĕкри 400 метрлă аллейи хунатăр, ешертĕр...



"Елчĕк Ен"
17 мая 2005
00:00
Поделиться