Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Агро-Инноваци служби пĕлтерет

     Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма 13793 гектар (94 процент) çĕр хатĕрленĕ.

     Районĕпе тĕш тырă культурисене 9534 гектар (86 процент) акнă.

     92 гектар (71 процент) пахча çимĕç, 34 гектар севок вăрлăхĕ акнă.

     Пĕр çул ỹсекен курăксене 1582 гектар (59 процент) акнă.

     143 гектар (42 процент) выльăх кăшманĕ, 276 гектар (28 процент) сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă.

     К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче 30 гектар рапс акнă.

     "Нива" хуçалăхра çум курăксене хирĕç кĕрешсе 20 гектар лаптăка наркăмăшлă им-çам сапнă.

     Лаптăксене акнă хыççăн 9956 гектар (акнин 85 проценчĕ) пусăрăнтарнă.

     Районта фермăсенче куллен кашни ĕнерен 7,6 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,2 килограмм каярах сĕт сунă. Чи пысăк сăвăм "Сатурн" хуçалăхра - 12,7 килограмм, чи пĕчĕк сăвăм Ленин ячĕллĕ хуçалăхра - 2,3 килограмм.



"Елчĕк Ен"
17 мая 2005
00:00
Поделиться