Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Парксен тата садсен çулталăкĕ. Салтак палăкĕ - вăрман

     Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул ачисем кашни çуркуннех Кỹлпуç тата Хăвăлçырма ялĕсене çыхăнтаракан çырма тăрăх тата ытти вырăнсене тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса хăвараççĕ. 20-25 çул каялла лартнă хурăнсемпе чăрăшсем, хырсемпе ăвăссем тата ытти йывăçсем халĕ чăн-чăн вăрмана аса илтереççĕ. Кăçал йывăçсем лартса хăварас ĕçе вĕрентекенсемпе вĕренекенсем парксемпе садсен çулталăкне, фашистла Германие çапса аркатса Аслă Çĕнтерỹ туни 60 çул çитнине халалларĕç. Шкул, Хăвăлçырма ял администрацийĕн тата "Кушелга" ООО ертỹçисем хыр йывăçĕсен тĕпĕсене Кỹлпуçпе Хăвăлçырмана çыхăнтаракан асфальтлă çул хĕррине лартса хăварма сĕнчĕç. Часах хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç йывăç лартас ĕçе. Тăрăшса, кăмăлтан ĕçлерĕç шкул ачисемпе вĕрентекенсем. 2000 ытла хыр тĕмĕсем лартса хăварчĕç вĕсем.

     Вунпĕрмĕшсем кĕçĕнрех классенче вĕренекенсене хăйсен ĕçченлĕхĕпе хавхалантарса пычĕç. А.Перепелкин, А.Козаков, А.Чернов, А.Журавлев, Д.Савинов, М.Брюханов, В.Горелова, О.Ловкина, Е.Краснова, Л.Осипова пуринчен те ытларах йывăç лартса хăварчĕç.

     Йывăçсене лартса хăварнипе çеç мар, вĕсене сыхласа хăварассишĕн те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

     Тĕреклĕ çитĕнсе патваррăн ỹстĕр Çĕнтерỹ вăрманĕ - Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пĕтĕм тĕнчери пурнăçа хỹтĕлесе пуçĕсене хунă салтаксен хăйне евĕрлĕ палăкĕ.



"Елчĕк Ен"
14 мая 2005
00:00
Поделиться