Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ
Хальхи саманара çемье хăтлăхĕ, чи малтан, унта пурăнакансемпе вĕсен хутшăнăвĕсенчен нумай килет. Çапла, пĕр-пĕрин шухăшне итлесе тивĕçлĕ хак парсан, ăша хурсан, пĕрле канашласа пĕр тĕллев тытсан пурнăç лавне малалла пĕр тикĕссĕн туртма меллĕрех. Çакăн пек тăваççĕ те пирĕн районта пурăнакан çĕр-çĕр çемьере.
Район территорийĕнче паянхи куна нумай ачаллă 363 çемье шутланать, вĕсенче - 1147 ача. Çав шутран 55 çемье (233 ача) çут çанталăк газĕпе электроэнергишĕн 30 процентлă çăмăллăхсемпе усă курать.
Иртнĕ çул районта 48 çамрăк çемьене çурт-йĕр çавăрма пулăшса патшалăх енчен ипотека мелĕпе укçа панă. Ку ĕç малалла пырать. 2005 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче 11 çамрăк çемье 2 миллион та 480 пин тенкĕ укçа илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
Ыран çĕршывĕпех Çемье кунне уявлатпăр. Ăна халалласа районта культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр.