Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Палăка çĕнетме пулăшнă

     Пуç хунă паттăрсене асăнса кашни ялтах палăксем лартнă. Вĕсене тирпейлĕ тытса тăрасси - пирĕн тивĕç. Палăксене йĕркене кĕртес ĕçре пĕчĕк пулăшу парсан та çакă çĕршыв хỹтĕлевçисем умĕнче пуç тайниех пулать. Анатри Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи палăк таврашне йĕркене кĕртме те пĕччен вăйпа çăмăлах пулман. Клуб директорĕ С.Кривова пĕлтернĕ тăрăх, çак ялта çуралса ỹснĕ Н.Никифоров предприниматель Çĕнтерỹ кунĕ умĕн палăк йĕри-тавра тытма решеткесем парса пулăшнă. Çапла майпа Николай Ананьевич культура ĕçченĕсене пулăшнă çеç мар, вăрçăра пуç хунă ентешĕсен ячĕпе сăваплă ĕç тунă. Сăмах май каласан, Н.Никифоров ашшĕ те вăрçă участникĕ пулнă, Ленинград блокадине сирнĕ çĕре хутшăннă.



"Елчĕк Ен"
06 мая 2005
00:00
Поделиться