Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕнеке юратать, тĕрĕ тĕрлет

     Елчĕк районĕнчи библиотека ĕçченĕсем республика шайĕнче иртекен "Чăваш Ен литератури: 2003 çулти кĕнеке" конкурса анлăн хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр республикăра иртнĕ "Чи нумай вулакан" номинацире Кĕçĕн Таяпари чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.В.Кудрявцева çĕнтернĕччĕ.

     Кăçал вара районти йĕркелỹ комитечĕ çак номинацире Шăмалакра пурăнакан Александр Петрович Чернов çĕнтернĕ тесе йышăнчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, кĕнеке вулас интересĕ пирки республикăри йĕркелỹ комитетне материалсем ярса панă. Хисеплĕ ят республика шайĕнче те А.Черноврах юласса шансах тăратпăр.

     Кам-ха вăл А.П.Чернов. Ялта ăна хисеплесе Санькка пичче теççĕ. Ваттисем халалланă пек, А.Чернов хăтлă кил-çурт çавăрнă, чылай йывăç лартнă, ача-пăча çитĕнтерет. Чăн-чăн ар çын, анчах унăн таланчĕ ăна ытти ар çынсенчен çỹлĕрех çĕклет. Вăл - тĕрĕ ăсти.

     - 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне манăн çав тери тĕрленĕ кĕпе тăхăнас килетчĕ. Çуркунне каникула ячĕç. Лавккана кĕрсе тухрăм. Йĕтĕн пир сутаççĕ. Мана кĕпе çĕлеме 3 метр кирлĕ. Киле çитсен асаннепе аппан арчинчен тĕрĕсем тупрăмăр, 7 кун хушши ниçта тухмасăр тĕрлесе лартăм. Асанне çĕлесе панă кĕпене çуса, якатса тăхăнса шкула вĕçтертĕм, - каласа парать Санькка пичче.

     Çакăнтан пуçланать унăн ал ĕç патне туртăнасси.

     Сăмах май каласан, юлашки çулсенче Елчĕк енре тĕрĕ тĕрлесси аталансах пырать.

     Пирĕн халăх, хури-шурне сахал мар тỹссе ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса-аталантарса пыма пултарнă. Çав ăс-пурлăхăн пĕр пайĕ - тĕрĕленĕ капăр тум. А.Черновăн тĕррисенче чăваш халăхĕн пархатарлă илемлĕх туйăмне, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне, ăрасна тĕнче куравне тата этемпе çут çанталăк çураçулăхне курма пулать.

     Тĕрленĕ чăваш тумĕ - хăйне евĕрлĕ чĕрĕ пулăм. Вăл сĕм авалах çуралнă та питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.

     Нумай япала ĕмĕрсен тусанĕпе хупланса çухалнă. Чăваш юрри-ташшипе пĕрлех халăхăн тĕрри те упранса юлма мехел çитернĕ. Унта - ĕмĕрсем чутласа якатнă çемĕ, килĕшỹллĕ тытăм, сипетлĕ илемлĕх пуххи тата мăн асаттесен пилĕ.

     Халăх тĕррин малашĕ пур. Санькка пиччен чунĕ илем патне туртăнать пулсан - капăр тум та пурăнать, аталанать, самана таппипе тата пурнăç ыйтнипе шайлашать, аваллăха хальхи кунпа тата пуласлăхпа çыхăнтарать.

     Çак кунсенче районта ал ĕç ăстисен куравĕ иртрĕ. Кунта килсе çынсем А.Чернов ăсталанă мăй çыххисемпе, пиçиххисемпе, тухьяпа паллашрĕç.



"Елчĕк Ен"
06 мая 2005
00:00
Поделиться