Çĕнĕ кĕнеке "Юрăсем тата такмаксем"
Николай Краснова районта пурăнакансем чи малтанах такмак ăсти пулнипе пĕлеççĕ. Вĕсене вăл тĕрлĕ концертсенче, уявсенче калать. Куракансем унăн пултарулăхне кăмăлласа йышăнаççĕ. Юрăсем те çырать иккен Николай Иванович. "Хамăн пĕрремĕш юррăма Совет Çарĕнче службăра тăнă вăхăтра çыртăм", _ тет вăл. Купăспа калама вара шкула кайичченех вĕреннĕ. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ сăвă çырса юрра хывнине, такмак çырнине ас тумасть. Каркаларти культура çуртĕнче художество пултарулăх ертỹçинче ĕçленĕ вăхăтра уяв концерчĕсем, агитбригада валли сахал мар юрă-сăвă, шỹтлĕ такмак хайланă Н.Краснов. Анчах пĕрне те пуçтарса пыман. Пĕлтĕр çеç вăл пĕлĕшĕсем сĕннипе тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсене ас тунă тăрăх шурă хут çине куçарнă.
Нумаях пулмасть "Елчĕкри издательство çурчĕ" предприяти Николай Краснов çырнă хайлавсене пуçтарса "Юрăсем тата такмаксем" ятлă кĕнеке туса кăларчĕ. Çак пысăках мар кĕнеке тиражĕ пĕчĕк - 100 экземпляр çеç. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенĕ пек, ăна вулакансем ăшшăн йышăнасса шанатпăр.
Николай Иванович Краснов 1955 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Каркалар ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсан икĕ çул колхозра механизаторта ĕçленĕ. 1977 çултанпа культура ĕçĕнче вăй хурать. Малтанах ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне ертсе пынă, кино кăтартнă. 1985 çултанпа Елчĕкре пурăнать. Пĕр тапхăр районти культура çуртĕнче киномеханикра ĕçленĕ, унтан районти киносетьре мастерта тăрăшнă. Халĕ - районти культура пайĕн кино кăтартакан предприятийĕн ертỹçи.
Кĕнеке авторне пултарулăх лаççинче малашне те çанă тавăрса ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.