Пирĕн ял поэчĕ
Кĕçĕн Таяпара çуралса ỹснĕ Юрий Петрович Иванов - Сана халалласа пирĕн шкулта "Пирĕн ял поэчĕ" ятпа уяв иртрĕ. Унта Юрий Сан сăввисене тишкертĕмĕр.
Шкулти вулавăшпа ялти вулавăш пĕрле ĕçленĕрен Юрий Санăн сăвă пуххисен кĕнекисен куравне, вĕренекенсен илемлĕ вулав конкурсне ачасем хаваспах хатĕрленчĕç.
"Елчĕк Ен"