Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Курăксене апатлантарнă

     "Свобода" хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем çурхи кунăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен пĕтĕм лаптăкне (400 гектара яхăн) шутлă кунсенче минераллă удобренисемпе апатлантарма тĕллев тытнă хуçалăхра. Хальлĕхе çак ĕçре Алексей Шуйков механизатор пуринчен те пуçаруллăрах пулни паллă. Час типмен, техникăпа кĕме кансĕр 30 гектар лаптăкри курăк анине вара ял ĕçченĕсем алă вăйĕпе апатлантарнă.

     "Заря" хуçалăхри Юрий Веков, Сергей Краснов, Николай Смирнов, Сергей Холоднов, Евгений Максимов механизаторсем иртнĕ эрнере 110 гектар çинчи кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нỹрĕк тытнă тата ăна культиваци туса хăварнă. Çак ĕçсемпе пĕр вăхăтрах нумай çул ỹсекен курăксене 127 гектар сỹрелеме ĕлкĕрнĕ.

     Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Мăнкун кунĕ Гаврил Веков механизатор технологине пăхăнса лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ лаптăкра 15 гектар урпа акса хăварнă.

     - Çумăр çуса чăрмантарман пулсан юлашки кунсенче тата тухăçлăрах ĕçлеме май пулнă пулĕччĕ, - тет Владимир Доброхотов тĕп агроном. Сăмах май, кăçал асăннă культурăна хуçалăхра 170 гектар акса хăварма палăртнă.



"Елчĕк Ен"
04 мая 2005
00:00
Поделиться