Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Агро-Инноваци служби пĕлтерет

     Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 2822 гекткар (22 процент), кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче, 3908 гектар (31 процент) нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕнче нỹрĕк тытса хăварнă.

     "Комбайн", "Заря", "Яманчуринский" хуçалăхсем кĕрхи культурăсене 94 гектар, "Прогресс", "Свобода", "Комбайн" хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене 343 гектар минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

     "Прогресс" хуçалăхра кĕрхи культурăсен 50 гектар лаптăкĕнче нỹрĕк тытса хăварнă.

     "Колос", "Сатурн", "Заря" хуçалăхсенче 203 гектар çинче культиваци тунă.

     Районĕпе 50 гектар ("Колос", "Заря" хуçалăхсенче) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă.

     604 тонна вăрлăхлăх çĕр улмине яровизацилеме хывнă.

     932 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă.

     "Нива", "Заря" хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене 130 гектар çинче дискланă.



"Елчĕк Ен"
04 мая 2005
00:00
Поделиться