Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Курава чĕнетпĕр

     Хаяр вăрçă чарăннăранпа, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитет. Çак ятпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче "Çав çулсене пуç таятпăр" пысăк курав ĕçлеме пуçларĕ. Выставкăна район администрацийĕн архив пайĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Куравра вăрçă ветеранĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем, вĕсен çав вăхăтри наградисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. "Тылра та вăрçăри пек" кĕтесре тылри ĕç-хĕл куç умне тухса тăрать. 1941-1943 çулсенчи район пурнăçĕ çинчен "Колхоз ялавĕ" хаçатра вуласа пĕлме питех те интереслĕ.

     "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех тăшмана çĕнтерме" тĕллеве тĕпе хурса Елчĕк енри çынсем мĕнле пархатарлă ĕç тунине те курма пулать куравра.

     "Çĕршывăн мухтавлă хĕрĕсем" пайра хамăр ентеш-хĕрарăмсен паттăрла ĕçĕсем сăнарланаççĕ. "Брест крепоçне хỹтĕленисем", "Фронтовиксем, орденсене çакса ярăр", "Çĕнтерỹ кунĕ, пит инçеччĕ эс пиртен" пĕчĕк кĕтессенче те экспонатсем сахал мар.

     Паллах, куравра районти пĕтĕм вăрçă ветеранĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхне кăтартса пама май çук, уншăн пире айăп тумасса шансах тăратпăр.

     Курав çу уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлет. Шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне кашни кунах ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхинечченех кĕтетпĕр куравпа паллашас кăмăллисене.



"Елчĕк Ен"
26 апреля 2005
00:00
Поделиться